10 февраля 2016 г.
Çак кунсенче Чăвашпотребсоюз Канашĕ "Чи лайăх продукци" республикăри конкурсăн "2015 çулхи алкогольсăр чи лайăх сĕткен" номинацине пĕтĕмлетнĕ. Конкурса пĕтĕмпе Чăвашпотребсоюз тытăмĕнчи алкогольсăр продукци туса кăларакан 10 производство предприятийĕ 21 тĕслĕ сĕткен тăратнă, вăл шутра районти потребительсен обществин тытăмне кĕрекен "Янтарь" тулли мар яваплă общество та. Кунта туса кăларакан "Лимон тутипе" сĕткен конкурсра виççĕмĕш вырăн йышăннă.
Экспертсем, сертификаци органĕсен специалисчĕсем сĕткенсен тĕсне, тутине, шăршине хакланисĕр пуçне этикеткăсен дизайнне, ун çинчи техникăлла регламент ыйтакан информаци пуррине те тĕрĕсленĕ. Комисси членĕ Татьяна Коновалова палăртнă тăрăх, кашни райпон - хăйĕн авторла сĕткен, пурте маттур иккен, кашниех конкурса çĕнĕ продукци тăратма тăрăшать.
А.ЗАМУТКИНА.
Источник: "Пирěн пурнăç"