10 февраля 2016 г.
Çулталăк каялла кăна Хĕрлĕ Чутай салин Кивĕ центрĕнче çĕнĕ ача сачĕ тăвас ĕçĕн пĕрремĕш утăмĕ-сем пуçланнăччĕ. Паян вара райадминистрацин вĕренỹ пайĕн методисчĕ Т.Улянды пĕлтернĕ тăрăх, "Солнышко" ача садне 140 яхăн ача çỹрет. Паянхи çĕнĕ ача сачĕ вырăнĕнче малтанхи сăн çапларахчĕ: йывăçсем, чăтлăх, çỹп-çап та хуçаланатчĕ. Çак ỹкерчĕке иртен-çỹрен астăвать те пулĕ. Паян вара савăнмалла: куратăр, кунта илемлĕх хуçаланать. Хĕрлĕ Чутайăн Кивĕ центрĕ те çĕнелсе пырать. Палăртма кăмăллă, пирĕн депутатсем, Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Валерий Михайлович Павловпа Николай Владимирович Малов, Хĕрлĕ Чутай районĕнче çĕнĕ ача сачĕ уçассишĕн сахал мар тăрăшрĕç. Строительство ĕçĕсем пуçлансанах унăн ĕçĕ-хĕлĕпе кăсăклансах тăчĕç. Паянхи кун та унти лару-тăрупа интересленме пăрахмаççĕ. Акă февралĕн 5-мĕшĕнче Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Павлов çĕнĕ ача садне çитсе курчĕ, унта ĕçлекенсемпе, ачасемпе тĕл пулчĕ, унти лару-тăрупа паллашрĕ.
А.ОРИНОВА.
Источник: "Пирěн пурнăç"