12 февраля 2016 г.
Февралĕн 5-6-мĕшĕсенче Мускавра "Единая Россия" партин съезчĕ иртнĕ. Унăн кăтартăвĕсемпе партин Чăваш Енри регион уйрăмĕн секретарĕ Николай МАЛОВ паллаштарать:
- Съездăн пĕрремĕш тапхăрĕнче партин суйлав умĕнхи сасăлавĕ çинчен калакан положени, Аслă тата Генеральнăй канашăн кадр ротацийĕ, тĕп тĕрĕслев комиссийĕ - вĕсене пурне те парти уставĕпе пăхса хăварнă - тĕлĕшпе йышăнусем турăмăр.
Партин председателĕн Дмитрий Медведевăн докладĕнче экономикăн халĕ пур-нăçланакан пĕтĕм çул-йĕрне сыхласа хăварасси, халăхăн социаллă хỹтлĕхсĕр пайне пулăшасси, парти проекчĕсене малашне те ĕçлеттересси тĕп вырăнта пулчĕç. Çавсен шутĕнче - ял шкулĕсенчи спортзалсене тĕпрен юсаса çĕнетесси, шкулсен строительстви... Дмитрий Анатольевич халăха ахалех шантармалла мар тесе чĕнсе каларĕ: шантартăмăр пулсан ăна пирĕн пурнăçламаллах. Паянхи кун çавăн пек яваплăха хăй çине илме пултаракан политика вăйĕ урăх çук.
Май уйăхĕн 22-мĕшĕнче пирĕн партин малтанхи (суйлав умĕнхи) сасăлавне ирттермелле. Иккĕмĕш тапхăр - июнь уйăхĕнче, ун чухне "Единая Россия" партирен Патшалăх Думине суйланакан кандидатсен списокне çирĕплетĕпĕр, çавăн пекех пирĕн республикăра - ЧР Патшалăх Канашне. Парти председателĕн докладне эпир регион уйрăмĕ-сенче сỹтсе явăпăр. Дмитрий Медведев лартакан тĕллевсене пирĕн республика правительствипе, Чăваш Республикин Пуçлăхĕпе тата, паллах, "Единая Россия" членĕсемпе пĕрле пурнăçа кĕртĕпĕр.
Умра - питĕ нумай ĕç, эпир ĕçлеме хатĕр.
Источник: "Пирěн пурнăç"