17 февраля 2016 г.
Ĕнер, февралĕн 16-мĕшĕнче, районти Культура çуртĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ Михаил Сергеевич Резников, Пĕрлехи информаци кунĕн ушкăнĕн ертỹçи, ЧР Тĕрĕслевпе шутлав палатин председателĕ Татьяна Дмитриевна Минина, Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Николай Владимирович Маловпа Валерий Михайлович Павлов, район пуçлăхĕ Александр Юрьевич Степанов, район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Викторович Башкиров, район Пухăвĕн депутачĕсем, районти тĕрлĕ учрежденисемпе предприятисен ертỹçисемпе ĕç коллективĕсем хутшăннипе анлă канашлу иртрĕ.
Унта районăн 2015 çулхи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн пĕтĕмлетĕвĕсене тата 2016 çулта туса ирттермелли ĕçсене тишкернипе пĕрлех ĕçре тата вĕренỹре палăрнисене тĕрлĕ шайри наградăсем парса чысларĕç. Пултаруллă çамрăксене Пултаруллă çамрăксене Чăваш Республикин Пуçлăхĕн ятран паракан стипендине тивĕçнине ĕнентерекен Свидетельство пачĕç: - Евгений Вазин, Питĕркасси шкулĕн вĕренекенĕ; - Владимир Магаськин, "Хастар" ФСК вĕренекенĕ; - Артем Романов, Хĕрлĕ Чутай шкулĕн вĕренекенĕ; - Карина Селянкина, Мăн Этмен шкулĕн вĕренекенĕ; - Александр Токарев, "Свобода" колхоз тракторисчĕ.
Ĕç ветеранĕсене "Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ" удостоверение виççĕн тивĕçрĕç: Галина Юрьевна Новикова, Любовь Григорьевна Праулова, Вера Яковлевна Ножикова.
Амăшĕн капиталне Федерацин амăшĕн капиталĕн сертификатне Татьяна Сергеевна Швецова тивĕçрĕ. Иртнĕ çулăн юлашки уйăхĕнче Швецовсен çемйинче йыш хушăнчĕ, çут тĕнчене вĕсен ывăл килчĕ, ăна вĕсем Максим ят панă. Швецовсен пĕрремĕш тĕпренчĕкĕ вара хĕр - Дарья.
Источник: "Пирěн пурнăç"