17 февраля 2016 г.
Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн дипломне Атнар ял тăрăхĕн администрацийĕ тивĕçрĕ. Чăваш Республикин муниципаллă пĕрлешỹсен Канашĕн грамотипе лайăх ĕçленĕшĕн Атнар ял тăрăхĕн пуçлăхне Алексанр Николаевич Кузнецова, район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумне Юрий Вячеславович Ямскова чысларĕç.
Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Тав çырăвне парса район больницин специалистне Николай Викторович Андреева, Туктамăшри Культура çурчĕн заведующине Александр Николаевич Быкова, районти тĕп библиотека директорне Марина Николаевна Мареевана, Росреестрăн районти уйрăмĕн тĕп эксперт специалистне Алина Владимировна Михеевана, "Пирĕн пурнăç" хаçатăн тĕп редакторне Алина Николаевна Оринована, районти пушар асăрхав пайĕн начальникне Сергей Анатольевич Сорокина, район больницин врачне Александр Петрович Яковлева, РФ Пенси фончĕн районти управленийĕн аслă специалистне Оксана Ивановна Ярабаевана саламларĕç.
"Единая Россия" партин регионти уйрăмĕн Тав сăмахне "Хастар" ФСК директорĕ Вячеслав Витальевич Дадюков, райадминистрацин ялхуçалăх пайĕн тĕп эксперт специалисчĕ Алефтина Николаевна Дадюкова, райадминистрацин строительство, çул-йĕр тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн эксперт специалисчĕ Светлана Геннадьевна Ильина, "Хастар" физькультурăпа спорт комплексĕн инструктор-методисчĕ Татьяна Владиславовна Сергеева, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Алина Валерьевна Ярабаева тивĕçрĕç.
(Хамăр корр.)
Источник: "Пирěн пурнăç"