АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кино тата ĕç юнашар утаççĕ

17 февраля 2016 г.

Февралĕн 11-мĕшĕнче районти Культура çуртĕнче Раççейри Кино çулталăкне тата Чăваш Енри Ĕç çыннин çулталăкне çул пачĕç. Савăнăçлă уяв фойере ĕç çыннине сума суса тата кинона халалласа хатĕрленĕ куравран пуçланчĕ. Уява пухăннисем, хăнасем ĕлĕкхи телевизорсемпе тата фотоаппаратсемпе кăсăкланчĕç, литература произведенийĕсем тăрăх лартнă кино пирки çырнă кĕнекесемпе паллашрĕç. "Хĕвел" ача садне çỹрекен 3-4 çулхи ачасем те, чăваш тумне тăхăнса чăвашла илемлĕ ташласа панăскерсем, куракансене хăйсен пултарулăхĕпе тыткăнларĕç. Уявăн тĕп пайĕ Культура çурчĕн куракансен залĕнче иртрĕ.

Хĕрлĕчутайсене Кино тата Ĕç çыннин çулталăкĕ пуçланнă ятпа ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Николай Маловпа Валерий Павлов, ЧР Тĕрĕслевпе шутлав палатин председателĕ Татьяна Минина, район пуçлăхĕ Александр Степанов, район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Башкиров саламларĕç. Район çыннисем мĕн авалтанах ĕçчен пулнине тата тăван тăрăха юратнине палăртса хăварчĕç вĕсем, республикăра Кинопа Ĕç çулталăкне пĕрлештерсе тĕрĕс тунине палăртрĕç - тỹрĕ кăмăлпа тăрăшса вăй хуракана кинофильмсенче кăтартмаллах. Кино курма юратакан ачасем çитĕннисенчен ырă тĕслĕх илсе Тăван çĕршыва, ĕçе юратса ỹсчĕр. Уявра район ертỹçисем тата депутатсем Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕнче пурăнакансем умĕнче иртнĕ çулта туса ирттернĕ ĕç пирки отчет туса пачĕç, пухăннисен ыйтăвĕсем çине хуравларĕç. Ял тăрăхĕсенчи старостăсене, тĕрлĕ организаци-учрежденисенче ĕçлекенсене Тав çырăвĕсемпе Хисеп грамотисем парса хавхалантарчĕç. Мероприяти программи хамăр тăрăхри пултарулăх коллективĕсемпе артистсен номерĕсемпе, савăк юрри-ташшипе пуян пулчĕ. Куракансен кăмăлне уйрăмах çамрăк артистсен ташши-юрри кăмăла кайни сисĕнчĕ, вĕсем сцена çине тухсан пухăннисем чылайччен тăвăллăн алă çупрĕç.

Пĕтĕмĕшле илсен, районта Раççейри Кино тата Чăваш Енри Ĕç çыннин çулталăкĕ пуçланчĕ тесе калама юрать пулĕ. Те кăçал çак мероприятие хатĕр-ленесси çине кăшт çиелтен пăхнă, анчах та пĕлтĕр Литературăпа Константин Иванов çулталăкĕсене мĕнлерех чаплă шайра уçнине аса илсен, кăçалхи мероприяти самай чухăнрах пулни сисĕнчĕ. Юрать тейĕпĕр, кинона тата ĕçе халалланă курав хатĕрленĕ, артистсем те кинори тата ĕç çыннине мухтакан юрăсене шăрантарчĕç. Çапах та çакăнтах е кайран сцена çине тĕрлĕ професси çыннисене сăнлакансем - кĕлте е çурла йăтнă хĕрарăмсем, мăлатук тытнă рабочисем, строительсем, учительсемпе тухтăрсем... - тухнă пулсан тата аванрах пулатчĕ пулĕ. Е тата мĕн те пулин кăсăкли шутласа тупма пулатчĕ. Пирĕн район делегацийĕ Кино тата Ĕç çыннин çулталăкне халалласа республикăра иртнĕ чаплă мероприятие çитсе курчĕ-çке, унта курни-илтнипе хамăр патра та мĕншĕн усă курмалла марччĕ?.. Районти культура ĕçченĕсен, ялсенче пурăнакансен шухăшлавĕ, тавракурăмĕ пуян та анлă пулнине питĕ лайăх пĕлетĕп, ку хутĕнче вĕсемпе мĕншĕн туллин усă курмарĕç-ши?

Çулталăк кинона тата ĕç çыннине халалланă мероприятисемпе пуян пуласса чунтанах шанатăп. Вĕсем район центрĕнче кăна мар, кашни ял тăрăхĕнчех иртеççĕ пулĕ тетĕп. Çулталăк вĕçĕнче вара каллех пысăк йышпа районти Культура çуртĕнче пурте пĕрле пухăнса Кино тата Ĕç çыннин çулталăкне чаплă, савăнăçлă, хавхалануллă лару-тăрура пĕтĕмлетнине, чăннипех ырă ята тивĕçнĕ ĕç çыннисене чысланине курасчĕ. Алина КАРПОВА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика