17 февраля 2016 г.
Галина ТИМАКОВА, районти Ветерансен канашĕн председателĕ:
- Ĕнер Культура çуртĕнче районăн 2015 çулхи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвне пĕтĕмлетрĕç, 2016 çулта тумалли ĕçсене палăртрĕç. Пĕлетĕп, çакăн пек тĕлпулусем юлашки кунсенче пур ялсенче те иртрĕç, халăхпа власть куçа-куçăн калаçрĕç. Пĕлтĕр районта чылай пĕлтерĕшлĕ ĕç пурнăçланчĕ. Чи курăмлисенчен пĕри вăл, ман шутпа, çĕнĕ, илемлĕ ача сачĕ хута кайни. Унта ĕçлекенсем, çỹрекенсем пирки, ача сачĕн çурчĕ çинчен ĕнер Михаил Резников та ырă сăмахсем кăна каларĕ. Çынсен сывлăхĕ те, вĕренỹ те тимлĕхре: çулсеренех ялсенче çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕсем хута каяççĕ, шкулсенче юсав ĕçĕсем пурнăçланаççĕ. Аслă çулхисем пирки калас-тăк, пирĕн районта "Ĕç ветеранĕ" ята тивĕçекенсен шучĕ çулсеренех ỹссе пырать. Кăçал Ĕç çыннин çулталăкĕ пулнă май хăйсен тивĕçĕсене чунтан пурнăçлакансене те пысăк тимлĕх уйăрасса шанас килет. Акă ĕнер Михаил Резников тата район ертỹçисем, депутатсем район библиотекинче Тимаковсен династийĕпе çавра сĕтел хушшинче тĕл пулса калаçрĕç. Эпĕ çак династие пуçараканĕ пулнă май асăннă тĕлпулупа кăмăллă юлтăм.
Нина МИДУШКИНА, Серенкасси ялĕн старости, ĕç ветеранĕ:
- Эпĕ тивĕçлĕ канура ĕнтĕ, çапах та районăн кулленхи пурнăçĕпе, аталанăвĕпе интересленсех тăратăп. Нумаях пулмасть район хаçатĕнче пичетленсе тухнă районăн иртнĕ çулхи ĕç пĕтĕмлетĕвне питĕ тимлĕ вуласа тухрăм, район япăх мар аталанса пырать, ĕçĕсем те курăмлă, задачисем пысăк - ФАП уçма та, çул тума та палăртнă. Тĕллевсем пурнăçа кĕрессе шанса тăратăп. Ман шутпа, район тата ял тăрăхĕсем паянхи пек аталанса пырсан тата депутатсем лайăх ĕçлесен ялсем пĕтсе лармĕç-ха. Пуçлăхсем ял çыннисемпе куçа-куçăн тĕл пулса калаçни, халăх шухăш-кăмăлне шута илни, ĕçлекен çынна пулăшма хатĕрри кăмăла çĕклет.
Александр БЫКОВ, Туктамăшри Культура çурчĕн заведующийĕ:
- Пирĕн Культура çуртĕнче иртнĕ пухура та район ертỹçисем хăйсен отчетĕнче тĕрлĕ сферăри ырă улшăнусем çинчен сăмах хускатрĕç. Юлашки çулсенче культурăна та тимлĕх уйăрни мана питĕ савăнтарать. Акă 2011 çулта республика бюджетĕнчен 800 пин тенкĕпе танлашакан субсиди панипе пирĕн Культура çуртне те тĕплĕн юсанă. Халĕ пирĕн клубра хитре те хăтлă пулнине ял çыннисем те хаваспах пĕлтереççĕ. Юлашки вăхăтра районти ытти Культура çурчĕсем те республикăпа район укçа уйăрса панине пула самаях çĕнелчĕç. Культура вучахĕсенчи условисене лайăхлатма пулăшни, район халăхĕ пушă вăхăтра тивĕçлĕ канма пултартăр тесе тăрăшни чăннипех те савăнтарать. Ку ĕç малалла та пулса пырасса шансах тăратпăр.