АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çамрăксем ялтан тараççĕ, уншăн ялтан хакли çук

19 февраля 2016 г.

Хальхи вăхăтра çамрăксем ялхуçалăхĕпе çыхăнасшăнах марри никамшăн та вăрт-тăнлăх мар. Ялсенче килсем хупăнаççĕ, çĕр ĕçĕпе ĕçлекенсем сахаллансах пыраççĕ. Анчах та куç умне çакăн пек савăнăçлах мар ỹкерчĕкре вĕренсе тухсан яла талпăнакансем те тĕл пулкалаççĕ.

Çавăн пеккисенчен, ялти ĕç-хĕле суйласа илнĕ çамрăксенчен пĕри - "Свобода" колхозра трактористра вăй хуракан Александр Токарев. Акташра пурăнакан Токаревсен çемйи пирки эпир хамăр хаçатра пĕрре мар çырнă. Ку çемьере пурте пурнăçне тăван колхозпа çыхăнтарнă: Никита Васильевич кил пуçĕ уй-хир бригадирĕнче ĕçленĕ, мăшăрĕ Зоя Виссарионовна пăрусем пăхать, хĕрĕ Алена бухгалтерире ĕçлет, ывăлĕ Александр - трактористра, кĕçĕн хĕрĕ Шупашкарта вĕренет. Александр кăçал Республика Пуçлăхĕн стипендиачĕн ятне тивĕçрĕ, çавăнпа ун пирки тĕплĕнрех чарăнса тăрас тетĕп.

Александр ачаранах ашшĕ-амă-шĕн, ял çыннин кулленхи йывăр ĕçне курса ỹснĕ, çăкăр ỹстерме, аш-какай туса илме çăмăл маррине аван пĕлнĕ, хресченĕн çăмăл мар ĕçне хаклама, хĕрхенме вĕренсе çитĕннĕ. Парта хушшинче ларнă çулсенчех вăл аслисемпе пĕрле ялхуçалăх ĕçне хутшăнма тытăннă. Шкул хыççăн Етĕрнери професси училищинче тракториста вĕреннĕ. Канмалли кунсенче яланах колхоза пулăшма тăрăшнă. Ĕç патне туртăнакан, ỹркенсе тăман яша колхоз ертỹçи те асăрханă, вĕренсе тухсан хуçалăхра юлсан укçан хавхалантарма шантарнă. Анчах çартан таврăннă хыççăн Александр ялта пĕчĕк шалу çинче ĕçлеме тивни пирки шухăша кайнă та хулана çул тытнă. Хăйĕн чунĕ ялах туртăннăран кашни çулах хĕрỹ ĕççи вăхăтĕнче тăван колхоза пулăшма васканă, каярахпа колхозрах ĕçлеме юлнă.

- Александр колхозра 10 çул ытла ĕçлет ĕнтĕ. Шанса панă МТЗ-82 трактора юсавлă, типтерлĕ тытать. Ĕç кунĕ унăн хĕвел тухсан пуçланать те хĕвел анса ларсан вĕçленет. Мĕнле ĕç кăна пурнăçламасть пуль вăл: çуркунне тыр-пул акать, çулла курăк çулать, утă-улăм пресслать, сенаж валли симĕс масса турттарать. Хальхи вăхăтра вăл выльăх-чĕр- лĕхе выльăх апачĕпе тивĕçтерет, турттарса парать. Çапла, çулталăкĕ-пех ĕçре. Производство кăтартăвĕсене вăл çулран-çул пысăклатса пырать, хушнă ĕçе яваплăха туйса, пахалăхлă тата вăхăтра пурнăçлать. Хальччен Александр ĕç дисциплинине пăсни пулман, ĕç коллективĕнче те, ял-йышра та ăна хисеплеççĕ, - терĕ колхоз ертỹçи Валериан Федотович Бромбин.

Район администрацийĕн ялхуçалăх пайĕнчен те Александр Токарев пирки лайăххине кăна пĕлтерчĕç. Иртнĕ çул ял çамрăкĕ 2100 условнăй эталон гектар чухлĕ ĕç тунă. Çавăн пекех вăл çунтармалли-сĕрмелли материалсене 7200 тенкĕлĕх, юсав хатĕрĕсене 4870 тенкĕлĕх перекетленĕ.

Ĕçне кура - хисепĕ. Александр Никитич тỹрĕ кăмăлпа тăрăшса ĕçленĕшĕн "Свобода" колхозăн, район администрацийĕн Хисеп хучĕ-сене, район пуçлăхĕн Тав сăмахне, Чăваш Наци Конгресĕн Хисеп грамотине, "Хĕрлĕчутайсен "Чавал" ентешлĕхĕ" обществăлла организацин Тав çырăвне, 2014 çулта районти Çамрăксен премине тивĕçнĕ. 29 çулхи Александр Токарев иртнĕ çул Етĕрне районĕнчи хĕре качча илсе çемье çавăрнă. Çамрăк мăшăрăн халĕ пĕчĕк хĕрпĕрчи ỹсет.

А.ЗАМУТКИНА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика