АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уполномоченнăйсен пухăвĕ иртрĕ

19 февраля 2016 г.

Уполномоченнăйсен пухăвĕ иртрĕ

Çулсеренех çак вăхăтра райпора уполномоченнăйсен пухăвĕ иртет, кăçал ăна райпо ĕçченĕсем февралĕн 17-мĕшĕнче ирттерчĕç. Пухура потребительсен обществин 2015 çулхи ĕç-хĕлне пĕтĕмлетрĕç, кăçал тумалли ĕçсене палăртрĕç.

Пĕлтĕр райпо ĕçченĕсем самаях лайăх ĕçлени райпо Канашĕн председателĕн А.Ю.Степановăн докладĕнче палăрчĕ: виçĕмçулхи пĕтĕмлетỹпе танлаштарсан Чутай çăкăрне халăх ытларах туяннă, "Янтарь" тулли мар яваплă общество туса кăларнă продукцисем те ытларах сутăннă тата ытти те. Çавăн пекех вĕсем халăхран сĕт, аш-какай, пахча çимĕç, эмел курăкĕсене те туянаççĕ. Тăрăшса ĕçленине пулах Чăвашпотребсоюз ирттерекен республикăри конкурссенче кашни кварталтах пирĕн райпо тытăмĕ малти вырăнсене йышăнать.

Чăвашпотребсоюз канашĕн председателĕ В.М.Павлов та вĕсен ĕçне ырă хак пачĕ, малалла та халăхшăн ĕçлеме ỹсĕмсем сунчĕ, нумай çул тỹрĕ кăмăлпа ĕçлекенсене Хисеп грамотисем парса чысларĕ: Чăваш Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотине Штанаш лавккинче 18 çул хушши тăрăшакан Людмила Николаевна Федотова тивĕçрĕ, Чăваш Республикин Экономика аталанăвĕн, промышленность тата суту-илỹ министерствин Хисеп грамоти Альбина Юрьевна Пономаревапа Светлана Александровна Бармина тата Вера Васильевна Куличева валли пулчĕ, республикăри "Лучший магазин - приемозаготовительный пункт Чувашпотребсоюза" конкурсра 1-мĕш вырăн йышăннă ятпа Туканаш ялĕнчи лавкка ĕçченĕсем диплома тивĕçрĕç,

Чăвашрессовпроф Хисеп грамотипе райпон тĕп бухгалтерне Людмила Владимировна Вазинана саламларĕç. Çавăн пекех райпо тытăмĕ хăйсен ĕçченĕсем хушшинче те тĕрлĕ конкурссем ирттерет, ку хутĕнче лавккасенче çĕнĕ çулхи сĕме кĕртнишĕн тăрăшакансем грамотăсене тивĕçрĕç, вĕсен йышĕнче Турханти лавкка заведующийĕ Е.А.Яхатина, Серенкассинчи лавкка заведующийĕ Р.М.Ямброськина, I Хурашашри лавкка, "Уют", "Пельменная", "Центральное" кафе ĕçченĕсем пулчĕç.

А.САН.

Фоторепортаж 

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика