19 февраля 2016 г.
Февралĕн 9-мĕшĕнчен районта "Ачалăхшăн, ачалăх ячĕпе" ыркăмăллăх марафонĕ старта тухрĕ. Ку акци çулсерен республикăра йĕркелекен ыркăмăллăх марафонĕпе килĕшỹллĕн иртет. Ăна пуçараканĕ тата йĕркелекенĕ - "Раççейри ача-пăча фончĕн" Чăваш Енри уйрăмĕ. Акци тĕллевĕ - сусăр, тăлăх, ашшĕ-амăш хỹттисĕр юлнă ачасене социаллă тата медицина пулăшăвĕ пама тата ăслă-тăнлă ачасене аталантарма укçа пухса парасси. Пирĕн районта 87 инвалид ача, ашшĕ-амăш тимлĕхĕсĕр юлнă 140 ача. Йывăр лару-тăрури 94 ача, унсăр пуçне нумай ачаллă 134 тата сахал тупăшлă 650 çемье пурăнать. Ыркăмăллăх марафонне кашниех хутшăнса тỹпе хывма пултарать. Ырă тума, пулăшма васкани çыннăн чунпа культура пуянлăхне кăтартса парать.
Реквизичĕсем: ЧРО ООБФ "Российский детский фонд"
ИНН 2128005408 КПП 213001001
Р/с 40703810075220160067
в Чувашском ОСБ №8613 г.Чебоксары
БИК 049706609: кор/с 30101810300000000609
Назначение платежа: Благотворительный марафон "Именем детства: во имя детства".
Источник: "Пирěн пурнăç"