19 февраля 2016 г.
Владимир ГАЛКИН, çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекцийĕн Çĕмĕрлери уйрăмĕн начальникĕ:
- 2016 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен Раççей территорийĕнче çĕнĕ саккун ĕçлет. Унпа килĕшỹллĕн çулçỹрев правилисене пăсакансен штраф суммине 50 процент сахалтарах тỹлеме ирĕк пур. Анчах та ăна 20 кун хушшинче тỹлемелле.
Штрафсене интернет, банк е тер-минал, финанс организацийĕсен кас-сисем урлă тỹлеме пулать. Кашни водителех патшалăх пулăшăвĕсен Пĕрлехи порталĕ урлă штраф пуррипе çуккине оперативлă пĕлме пултарать. Çĕнĕ штрафсене уведомлени почта урлă çитичченех тỹлесе татма май пур.
Çавăн пекех тỹлесе татман штрафсем пирки Патшалăх автомобиль инспекцийĕн официаллă сайтне кĕрсе, "Штрафсене тĕрĕслени" ("Проверка штрафов") интерактивлă сервис урлă пĕлме пулать. Палăртмалла, халĕ официаллă сайтăн интерактивлă сервисĕнче те, Пĕрлехи порталта та çулçỹрев правилисене пăснин фотоматериалĕсене пăхма пулать.
Административлă протокол вăя кĕнĕ самантран 50 процентлă çăмăллăхпа 20 кун хушшинче усă курма пулать. Палăртнă вăхăт иртсен штраф суммине РФ КоАП-ĕн статйипе килĕшỹллĕн улăштараççĕ. Аса илтеретпĕр, протокола правилăна пăснă вырăнта инспекци сотрудникĕ çырсан штраф хунă йышăну 10 кун хушшинче вăя кĕрет. Водитель правилăна пăснине фото тата видео фиксаци камерисем ỹкерсе юлсан вăл постановлени çырнă самантран вăйра.
Палăртмалла, çын пурнăçĕшĕн тата сывлăхĕшĕн хăрушлăх кăларакан çулçỹрев правилисене пăхăнман водительсене 50 процентлă çăмăллăх памаççĕ. Транспорт хатĕрне ỹсĕрле тытса пыракан, медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухма килĕш-мен водительсен те штрафа туллин тỹлес пулать. Çак правило йĕркисене тепĕр хутчен пăссан та штрафа 100 проценчĕпех тỹлемелле: хăвăртлăх режимне сехетре 40 километртан ỹстерсен; сфетофор сигналне пăхăнмасан, хирĕçле йĕрпе кайсан; пĕр еннелле кăна кайма ирĕк паракан çулпа хирĕçле кайсан; палăртнă йĕркепе регистрацилемен транспорт ха- тĕрне тытса пырсан.
2016 çулхи январĕн 15-мĕшĕнчен вара административлă штрафсене тỹлеме-сĕр 10 пин ытла тенклĕлĕх парăма кĕнĕ водительсен руль умне ларма ирĕк çук.
Саккунра вăхăтлăх чару пырса тивмен ушкăнсене те палăртнă. Транспорт парăмлă çыннăн укçа-тенкĕ ĕçлесе илмелли пĕртен-пĕр хатĕр пулсан, водитель хăй сусăр-тăк е çын машинăпа пĕрремĕш, иккĕмĕш ушкăнри инвалида е сусăр ачана лартса çỹреме усă курсан, парăм виçи 10 пин тенкĕрен иртмесен, парăмçăна документ ыйтнисене пур-нăçламалли срока тăсса е штрафа пайăн-пайăн тỹлемелле туса парсан саккун руль тытма чармашкăн ирĕк памасть.
Руль умне ларма ирĕк çуккине парăмçăна хăйне пĕлтереççĕ. Поста-новление Патшалăх автомобиль инспек-цине яраççĕ. Пухăннă штрафа тỹлесе татнă хыççăн информаци çитсенех суд приставĕ парăмçăна çакăн пирки пĕр кун хушшинче пĕлтерет, çĕнĕ постановленин копине патшалăх органне ярса парать.
Источник: "Пирěн пурнăç"