АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнтерỹсĕр таврăнма хăнăхман

19 февраля 2016 г.

Республикăри виçĕ енлĕ мăртусенче Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкул кадечĕсем пурне те хыçала хăварнă

Февралĕн 13-мĕшĕнче Шупашкарти 37-мĕш номерлĕ шкулта çарпа ĕçлевĕн виçĕ енлĕ ăмăртăвĕсем иртнĕ. Республика шайĕнчи ăмăртусене совет çарĕсене Афганистанран илсе тухнăранпа 27 çул çитнине халалланă, вĕсене Раççей ДОСААФ-ĕн Шупашкарти уйрăмĕсем тата ЧР Вĕренỹ министерстви йĕркелесе ирттернĕ.

Ăмăртусене пурĕ республикăри хуласем-пе районсенчи 60 команда хутшăннă. Салтак çулне çитмен çамрăксем Калашников авто-матне сỹтсе пухнă, автоматăн магазинне патронсем тултарнă, пĕтĕмĕшле çарти хỹтĕлев комплектне (противогаз тата ытти те) тăхăннă.

Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулти Эдуард Романов педагог ертсе пыракан вĕренекенсем асăннă ăмăртусене аслă ỹсĕмрисен ушкăнне (ку ỹсĕмре 46 командăра пурĕ 138 çамрăк вăй виçнĕ) икĕ команда тăратнă, иккĕшĕ те хăйсене лайăх енчен кăтартса пама пултарнă. Кадетсен команди пĕрремĕш вырăна тухнă, çамрăк армеецсен команди - иккĕмĕшне. Виççĕмĕш вырăна вара Шупашкарти механикăпа технологи техникумĕ йышăннă. Сăмах май, асăннă техникумшăн унччен пирĕн районти кадет класĕнче вĕреннĕ Игнатий Смирнов тупăшнă.

Уйрăм кăтартусенче автомат сỹтсе пухассипе 1-3-мĕш вырăнсене хĕрлĕ-чутайсем йышăннă: Роман Карпов, Виктор Миронов, Станислав Можайкин. Автомат магазинне патронсем тултарассипе Алексей Дадюков иккĕмĕш вырăна тухнă. Хỹтĕлев комплектне хăвăрт тăхăнассипе те Алексей Дадюковăн кăтартăвĕ чи лайăххи пулнă. Палăртмалла, хĕрлĕчутайсем асăннă ăмăртусенчен улттăмĕш çул ĕнтĕ çĕнтерỹ-пе таврăнаççĕ. Сумлă ăмăртусене темиçе эрне малтан хатĕрленме пуçлани, кашни тăхтав вăхăтĕнче тата уроксем хыççăн юлса ăсталăха туптани тата ачасемпе ĕçлекен педагог хăйĕн тивĕçне пысăк шайра пурнăçлани - шăпах çакăнта пулĕ хĕрлĕ-чутайсен ăнăçу вăрттăнлăхĕ.

А.КАРПОВА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика