19 февраля 2016 г.
Çулталăк каялла пирĕн республикăна Çурçĕр флотĕнче службăра тăракан салтаксен делегацийĕ килсе кайнăччĕ. Вăл шутра Калкасси ялĕнчен тухнă Александр Сергеев та пулнăччĕ. Александр тăван тăрăха килсе район администрацийĕн пуçлăхĕпе Александр Башкировпа, виçĕ кун хушши район çамрăкĕсемпе тĕл пулса Çарăн тинĕс флотĕнчи служба, контракт мелĕпе çара каймалли йĕрке тата хăй службăра тăракан "Адмирал Кузнецов" авианосец çинчен каласа панăччĕ. Унта Саша 2014 çулта виççĕмĕш хут контрактпа пилĕк çуллăха çара кайнă. Унччен вăл Ульяновск хулинче контракт йĕркипе службăра пулнă.
Нумаях пулмасть эпир Сергеев аслă матроспа çыхăнса калаçрăмăр. Александр Мурманскра отпуск ирттернине тата унти юрăпа ташă ансамбльне çỹренине пĕлтерчĕ. Маттур, урăх нимĕн те калаймăн. Вăхăта усăллă ирттернине ырламалла кăна.
Пĕлетĕр ĕнтĕ, "Адмирал Кузнецов" Раççей çар флочĕн чи пысăк карапĕ шутланать. Вăл тинĕс çыхăнăвĕсене тăшман агрессийĕнчен хỹтĕ-лет, шыв айĕн, шыв çийĕн çỹрекен карапсене тата тинĕсри ракета авиацине пулăшать, кĕскен каласан, унăн ĕç-хĕлĕпе тивĕçĕ нумай енлĕ. Карапăн бортĕнче 17 вертолет тата 20 самолет вырнаçать. Карапăн экипажĕ вара 1960 çынтан тăрать, вăл шутра 200 офицер. Авиаперсонал шутĕнче 625 çын, команда тытăмĕнче вара 55-ĕн. Карап çинче ытларах офицерсемпе матроссем - ĕнерхи нахимовецсем тата тинĕс авиацийĕн офицерĕсем - иккен.
Палăртма кăмăллă, "Адмирал Кузнецов" карап çинче 100 ытла чăваш каччи службăра тăрать, вĕсен шутĕнче хĕрлĕчутайсем те пур, вĕсем улттăн - Р.Крылов, А.Акальский, А.Гусельщиков, Э.Дадюков, А.Сергеев, М.Почейкин. Контракт мелĕпех çитес вăхăтра районти тепĕр ик-виç çамрăк та карап çине службăна кайĕç. Çамрăксем çар профессине хамăр тăрăхра пысăк шалуллă ĕç тупма çуккине кура тата çар тивĕçлĕ пурăнма, ĕçлеме пысăк шанчăк панăран суйласа илеççĕ. Паллах, çар çынни пуринчен те пулмасть - чунпа та, сывлăхпа та çирĕпписене кăна илеççĕ унта. Çакăн пек хастар та патвар çамрăксемпе район чăннипех мăнаçланма пултарать.
А.ДМИТРИЕВА.
Источник: "Пирěн пурнăç"