19 февраля 2016 г.
Шкултан вĕренсе тухса кайнă, халĕ аякра тĕрлĕ вĕренỹ учрежденийĕсенче вĕренекенсем кашни çулах январь-февраль уйăхĕсенче, сесси хыççăн, тăван шкула çитсе учительсемпе, вĕренекенсемпе тĕл пулаççĕ. Çак ырă йăла малалла пырать. Акă иртнĕ уйăхра Хĕрлĕ Чутай шкулне Пĕрремĕш Липовкăри Евгений Казаков килсе кадет класĕнче вĕренекенсемпе тĕл пулнă. Евгений - Рязаньти В.Ф.Маргелов çар генералĕ ячĕпе хисепленекен, Суворовăн икĕ хут Хĕрлĕ Ялав Орденлĕ сывлăшпа десант аслă училищĕн курсанчĕ.
Тĕл пулура Евгений Казаков кĕçĕн сержант вĕренекенсене училище çинчен видеоролик кăтартнă. Роликра стройпа, маршпа утнине, кĕрешнине, утнине курнă май кадетсенчен хăшĕ-пĕри училищĕ- ри вырăнсене палласа илнĕ. Мĕншĕн тесен Раççейри салтак çулне çитмен çамрăксен Спартакиадинче Чăваш Ен чысне икĕ çул хỹтĕленĕ май вĕсен шăпах çар хатĕр-ленĕвĕн тата çар эстафетин конкурсĕсенче Рязаньти училищĕре ăмăртма тивнĕ. Евгений хăй те шкулта вĕреннĕ чух çарпа патриотизм енĕпе активлă пулнă, республикăри "Зарница" тата "Орленок" финал вăййисенче виçĕ хут çĕнтернĕ, пульăпа перессипе республика призерĕ пулнă, Раççейри салтак çулне çитменнисен Спартакиадине хутшăннă. Çак шкулта тунă çитĕнỹ-сем çамрăка пурнăç çине çирĕпрех пăхма вĕрентнĕ, çар енĕпе професси илме хистенĕ.
Февраль уйăхĕнче те, оборонăпа массăллă тата спорт ĕçĕсен уйăхлăхĕ пынă вăхăтра, асăннă шкулта тĕлпулусем татах пулнă. РФ Шалти ĕçсен министерствин Чулхулари академийĕн курсанчĕсем Игорь Андриановпа Константин Савельев, Мускав облаçĕн- чи çар училищин курсанчĕ Кирилл Ярайкин тата ыттисем аслă классенче тĕлпулусем ирттернĕ. Вĕсем аслă вĕренỹ учрежденине вĕренме кĕмелли йĕркепе условисем, унти предметсем çинчен, вĕренỹри çитĕнĕвĕсем пирки каласа панă.
Палăртса хăварас килет, çỹлерех асăннă çамрăксем те шкулта çамрăк армеецсен, салтак çулне çитмен çамрăксен командисене кĕнĕ, "Орленок" тата "Зарница" вăййисен, Раççейри салтак çулне çитмен çамрăксен Спартакиадин çĕнтерỹçисемпе призерĕсен ятне çĕнсе илнĕ. Çавăнпа вĕсем вĕренме кĕнĕ чух та вăйлисен йышĕнче пулнă.
А.ДМИТРИЕВА.
Источник: "Пирěн пурнăç"