19 февраля 2016 г.
Афганистанра 10 çул пынă вăрçăра мĕн чухлĕ совет салтакĕ пулни пирки тĕрĕс сведенисем çук. Çар çыннисен шучĕпе, 1979-1989 çулсенче вăрçă вут-çулăмĕ витĕр миллион ытла çын тухнă, 15 пин салтак пуçне хунă. Чăваш Енрен унта тăватă пин çурă салтак пулнă,115-шĕ вилнĕ, тăваттăшĕ хыпарсăр çухалнă. Районтан 119 каччă Афганистанра пулнă, иккĕшĕ пуçне хунă.
Çĕршыв тулашĕнче çар тивĕçне пурнăçланисене асăнмалли кун салтак-интернационалистсем кашни çулах пĕрле пухăнаççĕ. Кăçал та вĕсем чи малтанах район ертỹçисемпе тĕл пулса çавра сĕтеле хутшăнчĕç. Район пуçлăхĕ Александр Степанов граждансене патриотизмла воспитани парас тĕлĕшре активлă пулнăшăн "Раççейри ветерансен канашĕ" обществăлла организацин районти уйрăмĕн членĕсене Юрий Матвеева, Василий Афанасьева Тав Çырăвĕ тата "Раççей чысĕшĕн тата мухтавĕшĕн" медаль, Иван Сатлайкина, Александр Илюшкина Тав çырăвĕ парса чысларĕ. "Афганистан ветеранĕсен Раççейри канашĕ" обществăлла организацин Хисеп грамотине Владимир Чеченешкин, Михаил Мареев, Александр Хорайкин тивĕçрĕç. Унтан пурте Афганистанра пуçĕсене хунă ентешсене асăнса палăк умне чечек кăшăлĕ хучĕç.
Источник: "Пирěн пурнăç"