26 февраля 2016 г.
Чăваш наци телерадиокомпанийĕ çуркуннехи тĕп уяв умĕн - мартăн 7-мĕшĕнче - "Юратнă хĕрарăмсене" ятпа тĕп концерт йĕркелет. Хальччен пулман проекта наци искусствине пулăшас тата хальхи чăваш эстрадине аталантарас тĕллевпе пуçарнă. Кун пек пысăк концертсем пирĕн республикăра хальччен пулман-ха. Эпир çак концерта чăваш эстрадин чи чаплă дуэчĕсене пухрăмăр. Чи çĕкленỹллĕ юрату юррисем - юратнă хĕрарăмсем валли! "Чебоксары - Арена" пăр керменĕ мартăн 7-мĕшĕнче, 18 сехетре, юратнă хĕрарăмсене, куракансене концерта кĕтет. Пурне те парнесем кĕтеççĕ. Хăвăр мăшăрăрсене чаплă парнепе савăнтарăр, тĕп концерта кайма билетсем туянăр. Билетсене kkoncert.ru сайтра, хулари "Дом торговли", "Детский мир" тата "Мегамолл" суту-илỹ çурчĕсен кассисенче сутаççĕ. Телефонĕсем - 8(8352)38-02-08, 64-18-69. Концерта "Асанне-electric show", Александр Васильев, Алина Михайлова, Андрей Кузнецов, Валентина Кузнецова, Светлана Печникова, Константин Рязанов, "Дуняша style", "Çиларман", Алексей Шадриков, Алина Варна, Андрей Думилин, Ольга Семенова, Денис Антипов, Евгений Кузнецов тата ытти артистсем хутшăнаççĕ.
А.МАГАРИН.
Источник: "Пирěн пурнăç"