26 февраля 2016 г.
2016 çул Ĕç çыннин çулталăкĕ пулнă май кăçал республикăра çулталăкĕпех тĕрлĕ отрасльти професси çыннисене чыслĕç. Февралĕн 12-мĕшĕнче вара савăнăçлă мероприятие ялхуçалăх предриятийĕсенчи ĕнесене машинăпа сăвакан операторсем, ветеринари тухтăрĕ-сем тата зоотехниксем пухăннă. Ĕне сăвакансене Михаил Игнатьев патшалăх наградисене парса чысланă. Республика Пуçлăхĕ палăртнă тăрăх, патшалăх пулăшăвне тата аграрисен тăрăшулăхне кура çулран-çул отрасль кăтартăвĕсем лайăхланса пыраççĕ.
Акă "АПК аталанăвĕ" наци проекчĕ пурнăçа кĕме пуçланăранпа республикăра ĕне пуçне сĕт суса илесси 36 процент, иртнĕ çул кăна 4,5 процент ỹснĕ. Ялхуçалăхĕн-чи паянхи майсене курса çамрăксем те ялтах ĕçлеме юлаççĕ, çитĕнỹсем тăваççĕ.
ЧР Пуçлăхĕн Тав сăмахне тата ятран паракан сехете тивĕçнисенчен пĕри, "Коминтерн" ЯХПК-ри ĕне-сене машинăпа сăвакан оператор Галина Сергеева, кашни фуражлă ĕне пуçне 7000 литр сĕт суса илнĕ.
Наградăна тивĕçнĕ май малта пыракан оператор савăнăçлă мероприятире сăмах илсе çапла каланă:
- Юлашки çулсенче ялхуçалăхĕнче курăмлă улшăнусем пулса иртрĕç. Алăпа ĕне сăвас ĕç вырăнне автоматизаци килчĕ. Ĕне сăвассине механизациленĕ май дояркăсен ĕçĕ самай çăмăлланчĕ. Мана хамăн ĕç питĕ килĕшет. Таса та çутă пỹлĕмлĕ ĕç вырăнне кĕрсен чун савăнать. Пирĕн ĕçе хаклани куç умĕнчех, шалу лайăх тỹлеççĕ. Сăмахран, манăн иртнĕ çулхи ĕç укçи вăтамран 26 пин тенкĕпе танлашрĕ. Унсăр пуçне пире кашни уйăхрах 5 килограмм аш-какай тỹлевсĕр параççĕ. Çавăн пекех эпир санаторие кайса тỹлевсĕрех сывлăха çирĕплетме пултаратпăр. Аса илтерес килет, Галина Владимировна иртнĕ çулта "Районти чи лайăх ĕне сăвакан" ята тивĕçнĕччĕ.
А.ЗАМУТКИНА
Источник: "Пирěн пурнăç"