26 февраля 2016 г.
Çапла калать район хаçачĕ пирки Хусанушкăнче пурăнакан Галина Кузьминична Ейкова. Нумаях пулмасть вăл редакцине килсе кайрĕ, кивĕ сăнỹкерчĕксем парса хăварчĕ. Галинăпа Илья Дмитриевич Ейковсем мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен тăван хуçалăхра вăй хунă. Галина Кузьминична шкулта вĕреннĕ чухнех колхоз ĕçне хутшăннă, бухгалтера вĕренсе тухсан вара 1965 çултанпа счетоводра тăрăшнă. Илья Дмитриевич колхозра лашасем пăхнă, кайран тракторпа ĕçленĕ. "Икĕ тăлăх пĕрлешрĕмĕр те пĕрле 51 çул пурăнатпăр. Аптăрамастпăр, пенси вăхăтра параççĕ, ачасем те килсех çỹреççĕ", - каласа кăтартать хăйсем çинчен Галина Кузьминична. Ейковсем виçĕ ывăл çуратса пурнăç çулĕ çине кăларнă, халĕ вĕсем çемйисемпе Шупашкарта пурăнаççĕ. Икĕ мăнукĕ ỹснишĕн чунтанах савăнаççĕ мамаккăшĕпе маçаккăшĕ. Вăй-хал енчен çирĕпрех чух выльăхсем нумай усранă Ейковсем, сысна та çурлаттарнă. Халĕ качакапа чăхсем усраççĕ. Пушă вăхăтра телевизор пăхаççĕ, пирĕн хаçата вуласа çĕнĕ хыпарсемпе паллашаççĕ. А.КАРПОВА.
Источник: "Пирěн пурнăç"