26 февраля 2016 г.
Арайкассинчи Аленăпа Александр Устиновсене ку тăрăхра нумай ачаллă çемье тата ĕçчен çынсем пулнипе пĕлеççĕ. Мăшăр пилĕк ача ỹстерет, кĕçĕннисем шкула та каймаççĕ-ха. Кил хуçи Александр Юрьевич аякка ĕçлеме çỹремесĕрех çемьене тăрантарма тăрăшать. Пысăк та çирĕп хуçалăх çавăрнă Устиновсем, выльăх-чĕрлĕх нумай усраççĕ: 6 ĕне, сурăхсем, лаша тата ытти те. Çĕр пайĕсене тара илнĕ, вĕсем çинче выльăх валли нумай çул ỹсекен курăксем ỹстерсе хĕл валли янтлаççĕ.
Ашшĕ-амăшне кура ачисем те пĕчĕкренех ĕçе хăнăхса ỹсеççĕ. Сĕтел çинчи кăпăшка çăкăр, аш-какайпа сĕт мĕнле пулнине аван пĕлеççĕ. Çавăнпах ял çыннин çăмăл мар ĕçне хаклама вĕренеççĕ. Ялти ĕç-хĕле, пурнăçа çăмăллатас тесе Александр Устинов трактор, ун çумне кăкарса ĕçлемелли ытти агрегатсене туяннă. Çапла вăй хурса пурăнаççĕ арайкассисем. Кун пек ĕçчен çемьесем ку ялта татах та пур-ха, анчах халĕ сăмах вĕсем çинчен мар...
Ĕçленине кура Устиновсен кил-йышĕ çитĕнỹсем тăвать. Нумаях пулмасть Чăвашпотребсоюз "Чи лайăх ялхуçалăх продукцине тата чĕртавар паракан" конкурса пĕтĕмлетнĕ. Çак конкурсăн "2015 çулта чи лайăх аш-какай паракан" номинацире пирĕн районтан шăпах Александр Устинов хуçалăхĕ (550 кг) çĕнтерỹçĕсен йышне кĕнĕ. Çавăн пекех патшалăха сĕт парассипе те Александр Юрьевич мала тухнă, унăн хуçалăхĕ Упукушкăнчи хатĕрлевпе йышăну пунктне 19,9 тонна сĕт панă. Республикăра Устиновсенчен ытларах сĕт паракансем Элĕк (32,1 тонна) тата Етĕрне (22,7 т) районĕсенче кăна пурăнаççĕ. Унсăр пуçне Устиновсемех çĕрулми тата улма-çимĕç продукцине парассипе те палăрнă, вĕсем 800 килограмм пахча çимĕç райпона панă. Çакăншăн туслă та ĕçчен Устиновсем Чăвашпотребсоюзăн Дипломне тата укçан премие тивĕçĕç.
А.ЗАМУТКИНА.
Источник: "Пирěн пурнăç"