АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Гражданла оборона пĕлĕвне анлăлатас тĕллевпе

02 марта 2016 г.

Ĕнер Пĕтĕм тĕнчери гражданла оборона кунĕ пулчĕ. Çак куна çулсерен çăлав службисен сумне ỹстерес, гражданла оборона пĕлĕвне анлăлатас тĕллевпе паллă тăваççĕ. 1993 çулта Раççейĕн чрезвычайлă лару-тăрусен министерстви гражданла оборонăн халăхсем хушшинчи организацийĕн (МОГО) членĕ пулса тăнă. Пирĕн çĕршывра Пĕтĕм тĕнчери гражданла оборона кунне 1994 çултанпа паллă тăваççĕ. 2015 çулта районта халăхăн пурнăç хăрушсăрлăх ыйтăвĕсемпе (чрезвычайлă лару-тăрăва асăрхаттарас тата сирес, гражданла оборона мероприятийĕсене йĕркелесе ирттерес, пушарсенчен тата шыв объекчĕсенчи инкексенчен сыхлас енĕпе) 28 право акчĕ йышăнтăмăр. Район администрацийĕнче кулленех дежурнăйпа диспетчер служби ĕçлет. Унпа район çыннисем талăкăн хуть те хăш вăхăтĕнче те сотовăй телефонпа 112 номерпе шăнкăравласа пулăшу ыйтма пултараççĕ. Вĕсем вара кирлĕ çĕре пĕлтереççĕ. Пĕтĕмпе районта 11 аварипе çăлав служби тимлет. Çакна та палăртмалла, район территорийĕн-че халăха тĕрлĕ инкекрен хỹтĕлемелли 23 сооружени, путвалсемпе ытти тарăн пỹлĕмсем 30 единица шутланаççĕ. Телее, пĕлтĕр районта чрезвычайлă лару-тăрусене регистрацилемен.

Валерий ЖИГАНОВ, райадминистрацин ятарлă программăсен пай начальникĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика