АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕрне-пĕри хисеплесен пурнăç пулать

02 марта 2016 г.

Çак кунсенче Анат Çĕрпỹкассинче пурăнакан Зоя Андреевнăпа Александр Федорович Ивановсем пĕрлешнĕренпе 50 çул çитнĕ. Вĕсем иккĕшĕ те - ĕç ветеранĕсем. Александр Федорович çак ялтах çуралса ỹснĕ, кун-çулне колхозпа çыхăнтарнă, чылай çул хушши брига-дирта вăй хунă, унтан фермăра выльăх пăхаканта тăрăшнă. Сахал мар хисеп хучĕсемпе тав çырăвĕ-сене тивĕçнĕ вăл. Мăшăрĕ 23 çул хушши фермăра дояркăра ĕçленĕ, 15 çул клуб заведующийĕнче тата икĕ çул бригадирта вăй хунă. Унăн та хисеп хучĕсемпе медальсем чылай. Мăшăр виçĕ ывăлпа пĕр хĕре кун çути парнеленĕ, вĕсене тивĕçлĕ воспитани панă. Паянхи кун ватăсем 9 мăнукĕпе савăнса пурăнаççĕ. Мăшăра ылтăн туй ячĕпе саламлама çывăх тăванĕсемпе пĕрлех Кив Атикассинчи Культура çурчĕн "Шупуç" фольклор ушкăнĕ те çитнĕ, ватăсене юратнă юрăсем парнеленĕ. - Паллашнăранпа паян-хи кунчченех пĕр-пĕрне хисепленĕ, хисеплетпĕр те. Хисеплеме пĕлсен тăнăçлă, лăпкă тата килĕшỹре пурăнма йывăр мар. Пĕр çивитти айĕнче пурăнакан çынна хисеплемеллех. Çапла пурăнсан вăл та сана кỹрентермĕ. Пĕтĕм вăрттăнлăх çакăнта, - тет кил-çурт вучахĕн ăшшине упракан Зоя Андреевна.

А.АЛЕКСЕЕВА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика