02 марта 2016 г.
Районти полици уйрăмĕ республика территорийĕнче суя укçа тупса палăртнă тĕслĕхсем нумайланнине пула асăрхануллă пулмалли пирки тепĕр хутчен аса илтерет. Уйрăмах 1000 тата 5000 тенкĕлĕх суя купюрăсем чылай. Палăртмалла, асăннă купюрăсене пахалăхлă тунă, çавна май вĕсене палăртма йывăртарах. Купюра çинчи ỹкерчĕксем оригинал çинчи пекех, микроперфораци те пур. Вĕсемпе ытларах укçа суя мар пулнине тĕрĕслекен аппаратсем тата видеосăнав вырнаçтарман вырăнсенче, пасарсенче, автовокзалсенче, автозаправкăсенче тата суту-илỹ вырăнĕсенче усă кураççĕ. Укçа чăн е суя пулнине тĕрĕслеме вĕсене лайăхрах сăнамалла (çутă çине тытса тĕплĕн пăхмалла); иккĕленỹ çуралсан телефонпа е çын урлă полици ĕçченĕсене чĕнсе илмелле. Суя укçасен паллисем:
- хучĕ урăхларах (алăпа тытса пăхсан сисĕнет);
- купюрăри ỹкерчĕксен вак пайĕсене пахалăхлă туман; - купюрăна икĕ хута çыпăçтарса тунă (ытларах чухне уйрăлса каять);
- ỹкерчĕк сăрри сăтăрсан каять, хутлатнă вырăнти сăрă уйрăлать;
- хут çинчи микроперфораци шăтăкĕсем тытса пăхсан яка мар (чăн купюрăра вĕсем яка) тата ытти те.
Укçапа тăтăшах ĕçлекен сутуçăсене уйрăмах асăрхануллă пулма сĕнес килет. Туянакансем пухăнса кайнă тата тĕттĕм (эсир ывăннă тата тимлĕх сỹрĕлнĕ) вăхăтра пысăк укçа илнĕ чухне питĕ тимлĕ пулмалла. Чăн мар укçа хатĕрлекенсем тата саракансем пирки пĕлсен тата иккĕлентерекен çынсене курсан тăхтаса тăмасăр 02 е 2-11-02 номерлĕ телефонсемпе шăнкăравласа пĕлтерме ыйтатпăр.
Василий БЕЛОВ, районти полици уйрăмĕн начальник çумĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"