АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чутай çĕрĕ çинчи асамлă вăй

02 марта 2016 г.

Чутай çĕрĕ çинчи асамлă вăй

XVI ĕмĕр варринче, чăвашсене Вырăс патшалăхĕпе пĕрлештерсенех, IV Иван патша хушнипе Христиан тĕнне ĕнентерме тытăннă. Анчах та XVIII ĕмĕрте чăвашсенчен тĕне кĕнисем сахал пулнă. Çĕнĕ тĕне вара ирĕксĕрлесе йышăнтарнă, çавăнпа та тĕне йышăнтарасси пысăк йывăрлăхпа пулса пынă. Чăвашсем авалхи язычество тĕнĕнчен уйрăласшăн пулман, хăйсен туррисемпе киремечĕ-сене чỹклеме пăрахман. Чылай ял çывăхĕнче, пирĕн районта та, киремет вырăнĕсем паянхи кунчченех сыхланса юлнă.

Çĕнĕ Христиан тĕнне йышăнтарнă тапхăрта чиркỹсем тума тытăннă. Паян эпир вĕсем çĕршыв, район историйĕпе тачă çыхăннине çирĕппĕнех палăртатпăр, унсăрăн халăхăн кун-çулĕпе пурнăçне пур енлĕн тĕпчеме те пултараймастпăр.

1764 çул тĕлне Чăваш çĕрĕ çинче пурĕ 62 чиркỹ пулнă. Пирĕн районта чи малтан чултан купаланă икĕ престоллă "Преображение Господня" чиркỹ Пантьăк ялĕнче 1761 çулта уçăлнă. Хĕрлĕ Чутай чиркĕвĕн летопиçĕпе тата ватă çынсен асаилĕвĕсемпе паллашнă май 1782 çулта кунта йывăçран чиркỹ туса лартнă. Ăна "Церковь Воскресения Христово" ятпа çỹллĕ те меллĕ вырăнта, шыв-шур, çăлкуçсем çывăхнерех çĕкленĕ. Ун чухне, ĕлĕк-авал, кунти вырăнсем хальхи пек пулман: çынсем çырмари шывсем урлă йывăçран тунă пĕчĕк кĕперсемпе каçса çỹренĕ.

1798 çулта юнашар пĕр хуçалăхра улăм витнĕ хура пỹртре пушар тухнă. Чиркỹ хуралтисем çине çулăм самантрах куçса ỹкнĕ. Çапла вара чиркỹ те çунса кĕлленнĕ. Пушар хыççăн ăна (çав вырăнтах паянхи кунччен ларакан чиркĕве) çĕнĕрен купалама тытăнаççĕ. Проект докуменчĕсене хатĕрлесен икĕ престоллă кирпĕч çурта халăх укçипе тăваççĕ: пĕр престолĕ - "Воскресения Христово", тепри Çветтуй Николай ячĕпе пулнă. Вĕсем 1801 çулта хута кайнă. Çапла вара çак çултан Чутай чиркĕвĕ тата сала (чиркỹллĕ ял) пуçланса кайнă тесе палăртаççĕ. Вăл Чутай таврашĕнче чи пысăк кĕлĕ çурчĕ шутланнă. Малтан çу кунĕсенче кăна ĕçленĕ. Кайран чан çакмалли (колокольня) çĕклесен хĕллехи вăхăтра та кĕлĕсем ирттернĕ. Ăна 1876 çулта тума тытăннă. "Храмы Чебоксарской и Чувашской епархии" кĕнекере çапларах çырнă: ... "Колокольню класть с паперти, а выше трапезной крыши колокольную класть до слухов в вышину 12 сажен, а подзорный пояс в 2 аршины с половиной, а вся колокольня с шейкой не ниже 18 сажен...".

"В лето 1876 г. месяца август в 6 день на Преображение господа нашего Иисуса Христа начата, а кончена 4 лето месяца сентавреа в 8 на рождества Пресвятиа владычица нашыа Богородица Мариа..."

Вăл вăхăтра земство укçи-тенкине питĕ сахал уйăрнă пирки ялсенчи хресченсенчен хысна укçине, тыррине, çăмартине пухнă. Паллах, ку ĕçе хăратса туман, ăнлантару ĕçĕнче халăхпа тĕл пулса калаçнă. Проект докуменчĕсем тăрăх чан çакмалли вырăн тума питĕ нумай кирпĕч, паха йышши известь, чылай никĕс чулĕ, чус-хăма усрамалли хатĕрсем кирлĕ пулнă. Вăл вăхăтри саманара чиркỹсем туса лартасси питĕ хаклă та йывăр ĕç шутланнă. Ĕлĕкхи çынсен асаилĕвĕсенче каланă тăрăх, ĕçе çуллахи тапхăрта тытăннă май никĕс хывма чавнă шăтăка икĕ хăлаç тарăнăш, сарлакăшне пилĕк хăлаç çурă алтнă.

Малтанхи вăхăтсенче ку пархатарлă ĕçе хутшăнакансен йышĕ 200 çын ытла пулнă. Кирпĕчне тата ытти кирлĕ строительство хатĕрĕсене Кăрмăш уесĕнчен, Етĕрнери тата вырăнти ялсенчен хатĕрлесе лавсемпе кỹрсе килнĕ. Ăна тума уйăрнă йывăçне Сăр шывĕ тăрăхĕнчи вăрманта касса лашасемпе хĕллехи çулпа турттарнă. Ĕçлекенсене валли вара çăкăр-тăварне тата ытти апат-çимĕçне чиркĕве ялсенчен парса тăнă. Чан çакмаллине кирпĕчрен купаласа хăпартаканĕсем Кăрмăш уесĕнче çуралса ỹснĕ, чиркỹсемпе мăнастирсем тăвассипе палăрнă, архитектурăпа кăсăкланакан вырăс çыннисем пулнă. Вĕсем проектран пăрăнмасăр ĕçе тивĕçлĕ шайра пурнăçланă.

1880 çулта чан çакмалли тăрра туса пĕтерсен, шалти сăваплă сăн-сăпатне палăрмаллах улăштарсан, чиркỹ картине те чулпа çĕнетнĕ. Унтан чиркĕве, ун таврашне çветить тунă, чиркỹ йăлине ирттернĕ. Чиркỹ ĕçе кайсан Турра ĕненекенсен йышĕ самаях ỹснĕ. Чиркỹ çумĕнчи прихута Хĕрлĕ Чутай, Туктамăш, Питĕркасси, Кỹпеш, Хурапыр, Ишеккасси, Трапай ялĕсенчи çынсем кĕнĕ.

Чутай чиркĕвĕнче Таса Турăш тĕлĕнмелле хăват пани çинчен тĕрлĕ çĕре хыпар çитсен аякри ялсенчи чăвашсем те унта пырса пуç çапнă, асамлă ĕçсем тăвакан Турăран ырлăх илнĕ. Вăл мăнаçлă пулнипе чутайсене чăннипех чапа кăларнă. Паянхи кун та чуна тыткăнлакан Чутай çĕрĕ çинчи шурă чиркỹ таçтанах илемлĕн курăнса ларать. Кам кăна килсе çỹремен-ши çак чиркĕве? Кăрмăш уесĕнчи Христос тĕнĕн ỹкĕтлевçи-проповедникĕ, чăвашла пĕрремĕш кĕнеке кăлараканĕ Ермей Рожанский, Чĕмпĕр кĕпернинче халăха çутта кăларас енĕпе палăрнă Илья Николаевич Ульянов, Хĕрлĕ Чутайри чиркỹпе прихутăн икĕ класлă шкулне уçакансем - пĕртăван Зиновийпе Михаил Таланцевсем... Вĕсем чиркỹ енĕпе паракан "тăрăшулăхшăн" кĕмĕл медале илме тивĕçнĕ.1889 çулта чиркỹ валли Чулхулара 252 пăт та 5 кĕренкке таякан чан илсе килсе çакнă. Унта çакăн пек çырни пулнă: "На память Государя Императора Александра III его Августейшего семейства от опасности при крушении поезда 17 октября 1888 года". Тĕн уявĕсенче унăн сасси инçетренех илтĕннĕ, чиркỹ чанĕсем, хĕресĕсем хĕвел питтинче ылтăн тĕспе ялтăртатнă. Христос тĕнне ĕнентерессипе кунта ятарласа вĕреннĕ чиркỹ çынни ĕçленĕ. XX ĕмĕр пуçламăшĕнче тĕрлĕрен çулсенче Чутайра Кирилл (Ермеев), Михаил (Самсонов), Михаил (Григорьев) ятлă пачăшкăсем тата вĕсене пулăшакансем ĕçленĕ. Паллах, чиркỹрен инçех мар масар та пулнă. Паянхи кун та масар вырăнĕ çухалса кайман. 1

918 çулта чиркĕве патшалăхран уйăрасси çинчен калакан саккун тухсан чиркỹсемпе мăнастирсене хупма тытăннă. Вăрçă пуçланас умĕн Хĕрлĕ Чутай районĕнче ĕçлекен чиркỹсенчен Штанаш чиркĕвĕ çеç тăрса юлнă. Историн çĕнĕ тапхăрĕнче Чутай чиркĕвĕн çуртĕнче тĕрлĕ вăхăтра патшалăх банкĕ, пионерсен çурчĕ, ача-пăчапа çамрăксен спорт шкулĕ, пушар хуралĕ ĕçленĕ. Çав вăхăтра чиркỹ çурчĕ пăрахăçа тухман, юхăнса кайман.

1945 çултанпа чиркỹ умĕнчи лапамра Çĕнтерỹ, Май, Октябрь уявĕсене халалласа митингсем тата ытти тĕрлĕ культурăпа массăллă мероприятисем ирттернĕ. 1989 çулта чиркỹ иккĕмĕш хут çуралнă, çĕнетнĕ хыççăн вăл каллех ĕçлеме тытăннă, чиркỹ тăррине çĕнĕ хĕрес вырнаçтарса лартнă. Çакă тата ытти шалти ĕçсене протоиерей Андрей (Андрей Ефремович Максимов) ертсе пынипе тунă. Чиркĕве çĕнĕрен çветить тунă ятпа ирттернĕ кĕлле Шупашкар тата Чăваш епархийĕн митрополичĕ Варнава хутшăннă.

1991 çулхи апрелĕн 18-мĕшĕнчен пуçласа 2009 çулхи майăн 12-мĕшĕччен Хĕрлĕ Чутай чиркĕвĕнче Николай атте (Николай Васильевич Спиридонов) ĕçленĕ. 2010 çулхи сентябрĕн 29-мĕшĕнчен Максим атте (Максим Владимирович Зарубин) ĕçлет. Хĕрлĕ Чутай чиркĕвĕ историпе архитектурăн республикăн пĕлтерĕшлĕ палăкĕ шутланать.

В.РОМАНОВ, С.БАРИНОВ - районти таврапĕлỹçĕсен Канашĕн членĕсем, МАКСИМ атте, Хĕрлĕ Чутайри Турă Хĕресне Çĕкленĕ храмăн настоятелĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика