АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чи лайăх библиотека ĕçченĕ

04 марта 2016 г.

Нумаях пулмасть Чăваш Республикин Культура министерстви ял тăрăхĕсенче вырнаçнă культура учрежденийĕсем тата унта ĕçлекенсем хушшинче иртнĕ конкурса пĕтĕмлетнĕ. Конкурса пурĕ 37 муниципаллă культура учрежденийĕ, 24 культура ĕçченĕ заявка тăратнă. Конкурс пĕтĕмлетĕвĕсемпе "Пурне те тивĕçекен муниципаллă библиотекăн чи лайăх ĕçченĕ" номинацире Мучикассинчи ял библиотекинче тăрăшакан Венера Романова çĕнтернĕ, Атнар библиотеки лайăххисен йышне кĕме пултарнă. Венера Анатольевна Романова ял библиотекинче 2005 çултанпа ĕçлет. Унччен вара вăл, Чăваш патшалăх университетĕнче чăваш чĕлхипе литература учителĕн дипломне илнĕскер, Хăмарккари шкулта ачасене вĕрентнĕ. Хальхи вăхăтра Венера Анатольевна çичĕ ялта пурăнакансене кĕнекесемпе тивĕçтерет, вулакансен шучĕ - 560 çын. Професси ăсталăхĕн республика шайĕнчи конкурсне хутшăннă май ял библиотекарĕ презентацисемпе проектсем хатĕрленĕ.

Пурте пĕлетпĕр, ялсенчи культура ĕçченĕсем, çав шутра библиотекарьсем те, ял тăрăхĕнче, районта пулса иртекен пĕр ĕçрен те, пĕр мероприятирен те юлмаççĕ. Венера Романова та çаплах. Унăн сцена çинчи пултарулăхĕ иксĕлми тапса тăрать, юрлама-ташлама та, спектакльсенче выляма та ăста вăл.

Ĕçре тепĕр чух кун каçма тивсен те хĕрарăмăн çемьене те тимлĕх уйăрмалла. Кив Ирчемесре пурăнаççĕ Романовсем. Венера Анатольевнăпа мăшăрĕ виçĕ ачана кун çути парнеленĕ. Асли, Настя, Шупашкарти Кооператив институтĕнче аслă пĕлỹ илет, Георгий Мăн Этменти вăтам шкулта 9-мĕш класра вĕренет. Кĕçĕнни, виçĕ çулти Ульяна, ача садне çỹрет. Çыннăн килтен - ĕçе, ĕçрен киле каяс килсен вăл хăйне телейлĕ тесе калама пултарать теççĕ. Хăйĕн ĕçне чунпа парăннă, çемье вучахне упракан Венера Романова пирки шăпах çапла калама пулать пулĕ.

А.КАРПОВА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика