АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Икĕ çуллăха тăснă

04 марта 2016 г.

2007 çултанпа Раççейре амăшĕн капиталĕн феде-раллă программи ĕçлет. Унтанпа районти икĕ тата ытларах ачаллă 869 çемье амăшĕн капиталĕн сертификатне алла илнĕ. Вĕсенчен чылайăшĕ пулăшупа туллин е унăн пайĕпе тĕллевлĕ усă курнă - 482 çемье кил-çурт условийĕсене лайăхлатнă, 10-шĕ ачасен вĕренĕвĕшĕн (вăл шутра ача сачĕшĕн) тỹленĕ. Района федераллă бюджетран 200 млн тенкĕ куçнă, республикăна - 14,7 млрд тенкĕ. Амăшĕн капиталĕн виçи паянхи кун 453 пин тенкĕпе танлашать. Демографи лару-тăрăвĕ лайăх енне улшăннă май асăннă программăна икĕ çуллăха тăсма йышăннă. Халĕ 2018 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕччен (31-мĕшĕ кĕрет) иккĕмĕш е ун хыççăнхи ача çуратнă (усрава илнĕ) çемьесем те амăшĕн сертификатне тивĕçеççĕ. Малтанхи пекех сертификатпа кирек хăш вăхăтра та усă курма юрать. Кăçалтанпа инвалид ача ỹстерекенсем вĕсене социаллă адаптаципе, реабилитаци программипе таварсем туянма амăшĕн капиталĕн укçипе усă курма пултараççĕ. Экономикăн йывăр тапхăрĕнче çемьесене пулăшас тĕллевпе амăшĕн капиталĕнчен 20 пин тенкине алла параççĕ. Асăннă пулăшупа районти 294 çемье усă курнă ĕнтĕ. Ăна илес текенсем РФ Пенси фончĕн районти управленине 2016 çулхи март уйăхĕн вĕçĕччен пырса заявлени çырма пултараççĕ. Çак тỹлеве 2015 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕччен иккĕмĕш е ун хыççăнхи ача çуратнă (усрава илнĕ), амăшĕн капиталĕпе туллин усă курман çемьесем тивĕçеççĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика