АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мĕн пĕчĕкрен ĕçре пиçĕхнĕ…

04 марта 2016 г.

Пурнăç... Мĕн тери кăткăс, çав вăхăтрах паха та хаклă вăл этемшĕн. Кашни çыннăн хăйĕн пурнăçĕ. Пурнăç урапи яланах пĕр тикĕс çулпа чупма пултараймасть. Çакна эпир пурте ăнланатпăр. Çыннăн шăпи хăйĕн аллинче тетпĕр пулин те...

Çапла, çут тĕнчене килнĕ чунăн шăпи хăйĕнчен çеç килменнине Хусанушкăнь ялĕнче çуралса ỹс-нĕ Нина Афанасьевна Нагорова, пилĕк çулта чух ашшĕсĕр тăрса юлнăскер, ỹссе çитсен тин ăнланнă. Нина аппан ачалăх çулĕ-сем çăмăл килмен. Амăшĕ каласа панă тăрăх çакă паллă: ашшĕ, сельпора бухгалтерта ĕçленĕскер, вăрçă пуçланиччен пĕр çул малтан çĕнĕ пỹрт лартнă. Пỹрт лартнă вăхăтра платниксене çитерме сурăх пуснă, вĕсене укçа тỹлеме ĕнине сутнă. Çемье, çав шутра икĕ хĕрпĕрчи, сĕтсĕр тăрса юлнă.

1942 çулхи январь уйăхĕнче ашшĕ вăрçа тухса кайнă, тỹрех Смоленскри хĕрỹ çапăçусене кĕнĕ. Вăрçă хирĕнчи хаяр çапăçусенчен пĕринче связист паттăрла пуç хунă. Тăшманпа çапăçма унăн пĕтĕмпе те виçĕ уйăх çеç тỹр килнĕ.

Çирĕм виçĕ çулта мăшăрĕсĕр тăрса юлнă амăшĕ виçĕ пĕчĕк чун тĕпренчĕкĕпе юлнă: Нина, Мария, Зоя. Зоя вара ашшĕ вăрçа кайнă чух çуралса та ĕлкĕреймен. Анчах унăн пурнăçĕ ытла кĕске пулнă: виçĕ-тăватă çул пурăнсан, выçлăх çулĕсем иртсе кайсан, чирлесе вилнĕ. Чăтăмлă амăшне мĕнле йывăр килнине каласа пĕтерме те çук. Амăшĕ пĕрех май лава çỹ-ренĕ пирки аслин, Нинăн, çăкăр та пĕçерме тивнĕ, 12 çултах çăпата тума вĕреннĕ. Апла пулин те вĕренме те хал çитернĕ. Хусанушкăнь шкулĕнче çичĕ класс пĕтернĕ хыççăн Штанашра тăххăрмĕш класс таран вĕреннĕ. Вăл вăхăтра кил-йышра кам та пулин вăрçа хутшăннисен ачисене вĕреннĕшĕн укçа тỹлеттермен. Ĕçрен хăраманскер, юлашки экзамен тытсанах Нина колхоз фермине сурăхсем пăхма вырнаçнă. Мĕн пĕчĕкрен ĕçре пиçĕхнĕ хĕршĕн ку ĕç пачах йывăр пулман. Çамрăклах ĕçе кỹлĕннĕ хĕре фермăра чунне парса ĕçленине асăрханă. Чкалов ячĕллĕ колхозра тăрăшса ĕçленĕшĕн ăна 1955 çулта комсомол райкомĕн Мухтав хутне парса чысланă. Чылай çул хушши Тра-кушкăньпе Хусанушкăнь ялĕ-сен çамрăкĕсен комсомол секретарĕнче тимленĕскер пур ĕçе те хутшăннă, концерт-спектакль те лартнă, хуткупăс та каланă. Çамрăксемпе ĕçе тĕрĕс йĕркелесе пынăшăн 1957 çулта каллех Мухтав хутне тивĕçнĕ. Çав çулах Нинăна район Канашĕн депутатне суйланă.

- 1959 çулта кукама, куккана, инкене курма Çĕпĕре тухса кайрăм, унтах ĕçе вырнаçрăм, - аса илет иртнине Нина аппа. - Колхоз ферминче те, учетчицăра та ĕçлерĕм. Арайкассинчен куçса пынă пĕр çемьери Шурка ятлă çамрăк трактористпа пĕрлешсе çемье çавăртăмăр. Пирĕн икĕ хĕрача çуралчĕ. Мана колхозран питĕ вĕренме ярасшăнччĕ. Анчах упăшка эпĕ вĕреннĕ çын пуласран хăрарĕ пулмалла, мана вĕренме кайма ирĕк памарĕ. Питĕ кĕвĕç чунлăскерччĕ вăл. Çемье пурнăçĕ ăнăçман пирки 1964 çулхи май уйăхĕнче тăван яла таврăнма тиврĕ. Атте пурăннă пулсан эпĕ те вĕреннĕ çын пулаяттăм...

Каярахпа чун-чĕрепе суйласа илнĕ райпо тытăмĕнче 27 çул - 1964 çулхи октябрь уйăхĕнчен пуçласа 1992 çулччен - вăй хунă. Унра яваплăх туйăмĕ çав тери пысăк пулни çак ĕçре те палăрнă. Çулталăк планне яланах пурнăçласа пынă, çакăншăн хаклă парнене те тивĕçнĕ. Халăх ыйтăвĕсене тивĕçтерме пултарнăшăн икĕ хутчен ял Канашĕн депутатне суйланă. Хусанушкăнчи вăтам шкулти буфетра 25 çул хушши ĕçленĕшĕн "Ĕç ветеранĕ" медальпе наградăланă.

Нина аппа икĕ ачине юратса çитĕнтернĕ, вĕрентсе кăларнă, çын тунă. Хĕрĕсем, Ренăпа Эмма, иккĕшĕ те медицина ĕçченĕсем. Сывлăх хуралĕн ĕçне чунтан парăннăскерсем час-часах амăшне пулăшма яла килеççĕ. Мăнукĕсем те çитĕнсе çитнĕ ĕнтĕ. Кукамăшне пулăшнисĕр пуçне хăйсен ỹсĕмĕсемпе савăнтарсах тăраççĕ.

Февраль уйăхĕнче 79 çул тултарнăскер, хĕрĕсем медицина ĕçченĕсем пулнăран çеç çак çула пурăнса çитме пултарнине пĕлтерет Нина аппа. Икĕ хутчен операци тутарттарнă Нина Афанасьевна паянхи кун Мария йăмăкĕпе пурăнать. Йăмăкĕ унран пĕр çул çеç кĕçĕн. Унăн виçĕ класс çеç вĕренме май килнĕ. Аппăшĕ-пе йăмăкĕ пĕр-пĕрне хĕвел пек ăшăтса, ăнланса, килĕштерсе пурăнаççĕ. Ватлăх çулĕсене сулăннă çынсен пурнăçĕ сывлăх хавшаса пынăран çăмăлах марри кирек камшăн та паллă. Нина аппа икĕ çул ĕнтĕ газшăн тата электричествăшăн укçа тỹлеме çỹреймест. Е Эмма хĕрĕ Шупашкартан килсе, е урам урлă пурăнакан Михаил Васильевичпа Елизавета Федоровна Ейковсем почтăна кайса тỹлеççĕ.

Иртсе çỹрекенсене чỹречерен çеç сăнать Нина аппа. Хăш чухне урама кăшт тухса кĕркелет. Пĕррехинче, шăпах вăхăтлăх çеç урама тухнă самантра, Тракушкăнчи библиотекăра тăрăшакан Ираида Пакрушовапа тĕл пулнă. Сывлăхĕ начаррине пула тухсах çỹрейменнине палăртнă, телевизор пăхма йывăррине каланă, кĕнекесем вулас кăмăл пуррине пĕлтернĕ. Ираида Ананьевна, хăйĕн ĕçне чунтан парăннă ĕçчен, Нина аппан шухăшне çийĕнчех ăнланнă. Тепĕр куннех чылай кĕнеке илсе килсе панă.

Унтанпа вăл вулама юратакана темиçе хут та кĕнекесем кĕртсе панă ĕнтĕ. Кỹршисем те Нина аппа патне калаçса ларма пырсан çав кĕнекесене вулама илсе каяççĕ.

Эпĕ Нина аппана 1970 çултанпа пĕлетĕп, Хусанушкăнь шкулне 9-мĕш класа вĕренме килтĕм ун чух. Вăл шкул буфетĕнче ĕçленĕ самантсем халĕ те куç умĕнчех. Тỹрĕ чунлăскер, сăпайлăскер, хăйĕн ĕçне яваплăха туйса, юратса пурнăçлатчĕ, ачасемпе пĕр чĕлхе тупма пултаратчĕ. Питĕ шел, Нина аппа тивĕçлĕ канăва тухсассăнах буфет та хупăнчĕ.

Чăн-чăн пысăк телей - çĕр çинче пурăнни. Кил вучахне упракан, тимлĕхе тивĕçлĕ Нина Афанасьевнăн çак телейпе киленсе пурăнма, чунпа çамрăк пулма, çывăх çынсен юратăвĕн ăшшине, çамрăксен хисепне туйма вăй-халĕ çитсе пытăрччĕ.

Светлана ЯРУТКИНА, Сĕнтĕкçырми ялĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика