АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăй те юрлать, ачасене те вĕрентет

04 марта 2016 г.

Пирĕн район маттур та пултаруллă, пур ĕçре те ĕлкĕрекен, çав хушăрах çемьешĕн те çунакан хĕрарăмсемпе пуян. Паян манăн вулакансене вĕсенчен пĕринпе - Хĕрлĕ Чутайри Турă Хĕресне Çĕкленĕ храмăн настоятелĕн Максим аттен мăшăрĕпе Татьяна Зарубинапа паллаштарас килет.

Çак илемлĕ те кăмăллă, сăпайлă, вăрăм сарă çỹçлĕ хĕрарăма районта иртекен тĕрлĕ мероприятисенче те, Чутай чиркĕвĕнче те час-часах курма пулать. Татьяна Геннадиевна Шупашкарта çуралса ỹснĕ, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн музыкăпа искусство факультетĕнче вĕренсе аслă пĕлỹ илнĕ. Хальхи вăхăтра Татьяна Зарубина Хĕрлĕ Чутайри чиркỹ хорĕн регенчĕн тивĕçĕсене пурнăçлать, районти Ачасен искусство шкулĕнче хор уйрăмĕн преподавателĕнче тимлет. Вăл пурĕ икĕ класпа ĕçлет, 22 ачана юрлас ăсталăхăн вăрттăнлăхĕсене уçса парать. Вĕренекенĕсен çĕршыв тата республика шайĕнчи çитĕнĕвĕсем ăна савăнтараççĕ. Пĕтĕм Раççейри "Раштав асамлăхĕ" конкурсра ачасен хор ушкăнĕ пĕрремĕш степеньлĕ дипломант ятне тивĕçнĕ. Республикăра иртнĕ "Хамăр ял юррисем" конкурсра вара Надя Ульянова "Анне" юрăпа палăрнă.

Татьяна Зарубина хăй те сцена çине час-часах тухать, уçă та илемлĕ сассипе тĕрлĕ юрăсем шăрантарать. Акă нумаях пулмасть районта Кино тата Ĕç çыннин çулталăкĕсене уçнине халалланă концерт пулчĕ, унта Татьяна Геннадиевна куракансене "Старый рояль" юрă парнелерĕ.

Татьянăпа Максим Зарубинсем пирĕн района 2010 çулта куçса килнĕ. Хальхи вăхăтра мăшăр тăватă ача ỹстерет. Асли, Максим, 2-мĕш класра вĕренет, Святослав, Игорь тата Ангелина ача садне çỹ- реççĕ. Тĕрĕссипе, çак çамрăк та хăва хулли пек кĕлеткеллĕ хĕрарăм тăватă ача амăшĕ пулнине тỹрех ĕненес те килмест. Сăмах май, амăшĕн юрлас ăсталăхĕ ачисене те куçнă, аслă ывăлĕсем те сцена çине тухса юрлама хăнăхса пыраççĕ.

"Эпир Татьянăпа 2004 çултанпа пĕрле. Эпĕ ăна пĕрре курсах юратрăм. Мăшăрăм маншăн - çирĕп тыл, тĕрев, канашçă, юлташ, йăмăк вырăнне, мĕншĕн тесен аппа-йăмăк пулман та манăн", - çапла калать кăмăллăн Максим Зарубин мăшăрĕ пирки.

А.КАРПОВА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика