11 марта 2016 г.
Информаци кунĕ районти кашни ял тăрăхĕнчех 10 сехетре пуçланать. Ял çыннисем унта хутшăнса хăйсене хумхантаракан ыйтусем пама пултараççĕ. Информаци кунĕн темисем:
- Чăваш Республикин 2015 çулхи экономика тата социаллă пурнăç аталанăвĕ пирки тата 2016 çул валли палăртнă задачăсем çинчен;
- республикăра пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтермелли мероприятисене пурнăçласси, çуркуннехи шыв-шур тапхăрне хатĕрленни тата территорисене тасатса хăтлăх кỹресси пирки.
Кунсăр пуçне Информаци кунĕнче çуракине хатĕрленес тата ирттерес тĕлĕшпе ĕç тăвакан власть тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен задачисене тишкерĕç.
Источник: "Пирěн пурнăç"