11 марта 2016 г.
Кăçал та хĕле хĕрарăмсен уявĕ çывхарнă вăхăтра, мартăн 6-мĕшĕнче, ăсатрăмăр. Çанталăкĕ çуркунне çывхарнине систерсех пырать те - район центрне уява пухăннисен лашасем шывлă-юрлă çул тăрăх чупнине курса савăнма тиврĕ. Апла пулин те çакă пĕрин кăмăлне те пăсмарĕ пулĕ тетĕп, чи пахи, чи ырри - пирĕн районта хĕле ăсатнă май тем тĕрлĕ илемлетнĕ лашасем чупни. Хĕл ăсатăвне тухнисенчен чылайăшĕ çавăн чухлĕ лаша пуласса кĕтмен те пулĕ. Кỹлнĕ лашасем вара чăнах та пулчĕç - çуналлисем те, урапал-лисем те. Вĕсемпе пĕрлех капăрлатнă авто-мобильсем, тракторсем тата ытти техника иртрĕç (штанашсем, тĕслĕхрен, район центрне илемлетнĕ пĕр çăмăл машинăпа çитнĕччĕ). Вĕсем çинче такам та пур - çỹçеллĕ, илемлĕ тутăр çыхнă хĕрсем, купăслă каччăсем, Хĕлмучипе Юрпике, юмахри сăнарсем, тĕрлĕ професси çыннисене сăнлакансем.
Ял тăрăхĕсем Ĕç çыннин тата Кино çулталăкĕсене сăнласа парас тесе чунтанах тăрăшни сисĕнчĕ. Уйрăмах тралькассисен лавсем хыççăн чупакан "ăнăçу джентльменĕсем" (кинори пекех!) пурин кăмăлне те кайрĕç. Хĕл ăсатăвĕнче тинех районта чăннипех Кино тата Ĕç çыннин çулталăкĕсем уçăлнăн туйăнчĕ... Кỹлнĕ лашасен конкурсĕнче кăçал Тралькасси ял тăрăхĕ мала тухрĕ, иккĕмĕш вырăн Атнар ял тăрăхĕ йышăнчĕ, виççĕмĕш - Пантьăк ял тăрăхĕ. "Уяври чи лайăх лав" ята та тралькассисем тивĕçрĕç. Çавăн пекех уява лайăх хатĕрленнĕшĕн хĕрлĕчутайсене, ачкассисене, "Хĕвел" ача садне палăртрĕç. Уявра кашниех хăйне май киленỹ тупрĕ. Спортпа туслисем тĕрлĕ ăмăртусенче тупăшрĕç, аслисемпе ачасем вăйă картине тăчĕç, сцена çинчи пултарулăх ушкăнĕсене курса савăнчĕç.
А.КАРПОВА.
Источник: "Пирěн пурнăç"