11 марта 2016 г.
1994 çултанпа çĕршывра Потребительсен прависене хỹтĕлемелли пĕтĕм тĕнчери куна паллă тăваççĕ. Кашни çул унăн тематикине палăртаççĕ. Кăçал вăл "Менюран антибиотиксене кăлар" девизпа иртет. Антибиотиксемпе вараланма пултаракан апат-çимĕç шутне ытларах выльăх-чĕрлĕх продукчĕсем кĕреççĕ. Антибиотиксене аш-какайра, сĕтре, чăх çăмартинче тупма пулать. Вĕсене выльăхсене çитĕнтерме е чир-чĕртен сыхлас тесе апата хушса параççĕ. Шел те, антибиотиксемпе усă курасси ялхуçалăхĕнче пĕрмаях ỹссе пырать. Малтанласа шутласа пăхнă тăрăх, вăл 105,6 пин тонна çитет.
Антибиотиксем хушнă апат-çимĕçпе тăтăшах апатланнăран çынсем вĕсене хăнăхса пыраççĕ, çакă ачасене те куçать. Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлавĕн организацийĕ асăрхаттарнă тăрăх, тивĕçлĕ мерăсем йышăнмасан ахаль эмелсем çынсене сиплеме пăрахĕç, вĕсен тухăçлăхĕ чакĕ. Урăхла каласан, антибиотиклă апат çини чылай чир-чĕре аталантарать, халăха майĕпен пĕтерсе пырать. Çавăнпа çак çивĕч ыйтăва татса парас тĕллевпе республикăри Роспотребнадзор управленийĕн специалисчĕсем халăх хушшинче çавра сĕтелсем, лекцисем тата мероприятисем ирттереççĕ. Вĕсене вырăнти власть, хăйтытăмлăх органĕ-сенче ĕçлекенсем те хутшăнаççĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"