АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Район хыпарĕсем

11 марта 2016 г.

Чи лайăх парне - икĕ ывăл çурални

Февралĕн 28-мĕшĕнче Хусанушкăнь ял тăрăхĕнчи Майăпа Сергей Толстовсен çемйинче йĕкĕреш çуралнă. Çамрăк мăшăр пĕрремĕш ачисене - ывăлĕсене - Артем тата Николай ятсем хунă. Пăхаттирсем пĕри икĕ килограмм ытла, тепри виçĕ килограмм ытла виçепе çуралнă. Сăмах май, çемье пуçĕ Сергей - тăлăх, ăна асламăшĕпе аслашшĕ çитĕнтернĕ. Мăшăрне вăл Вырăсушкăнчен качча илнĕ. Иртнĕ çулсенче Сергей Хĕрлĕ Чутай салинче тăлăхсене паракан хваттере тивĕçнĕ. Вăхăтлăха Иккĕмĕш Хурашашра пурăнакан çамрăк çемье кĕçех Хĕрлĕ Чутай салине пурăнма куçĕ. 

Сочире иртекен ăмăртăва хутшăнĕç

Мартăн 3-мĕшĕнче Çĕнĕ Шупашкарта республикăри "Шурă ладья" шахмат ăмăртăвĕн финалĕ иртнĕ. Унта Шулю шкулĕнче вĕренекенсем - Валерий Кудряшов, Константин Солдаткин, Полина Медакина, Никита Кудряшов - тупăшнă. Елена Инжебейкина тата Евгений Сергеев вĕрентекенсем хатĕр-ленĕ команда çивĕч ăмăртура 9 очко пухнă, Кубок тата ылтăн медальсем çĕнсе илнĕ. Вĕсем республика чысне июнĕн 1-9-мĕшĕсенче Сочире иртекен Пĕтĕм Раççейри "Шурă ладья" шахмат ăмăртăвĕн финалĕнче хỹтĕлĕç. 

Çамрăксемшĕн çул уçă

Мартăн 4-мĕшĕнче Чăваш патшалăх ялхуçалăх академийĕн 4-мĕш курс студенчĕсем - пулас зоотехниксем, ветеринари врачĕ-сем, менеджерсем - "Коминтерн" ЯХПК-ра пулнă. Çамрăксем ялхуçалăх предприятийĕн аталану çул-йĕрĕпе паллашнă, Туканашри сысна фермине çитсе курнă. Альбина Новикова пĕлтернĕ тăрăх, хуçалăхра вăй хуракан 103 ĕçченрен 65-шĕ кунта 20 çул ытла ĕçлет. Вĕсем хуçалăха практика ирттерме килекенсене хапăлласах хăйсен ĕç опычĕ-пе паллаштарĕç. Хăш-пĕр студентсемшĕн, сăмахран, Атнарти Иван Матвеевшăн, ку хуçалăх ют мар: Иван кашни çулах вырма вăхăтĕнче комбайнер пулăшуçинче ĕçлет.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика