11 марта 2016 г.
Уртаракан чир - хăрушă инфекци чирĕ, вăл этеме те, чĕрчунсене те вĕлерме пултарать. Уртаракан чир вирусĕ çынна чĕрчун çыртнă чух куçса юлать. Çак чире çынна тискер чĕрчунсем те (тилĕ, кашкăр, енот тата ыттисем те) ертме пултараççĕ. Уртаракан чир вирусĕ чи малтанах нерв тытăмне лекет, унтан аталанса пынă май пуç тата çурăм мимисене сиен кỹрет.
2015 çулта районта чĕрчунсем уртаракан чирпе чирленĕ 6 тĕслĕхе регистрациленĕ, çакă республика шайĕн 8,8 проценчĕ. Чăваш Енре уртаракан чирпе 70 тĕслĕхе шута илнĕ. Чĕрчунсем çынсене çыртнă 49 тĕслĕх пулнă. Çакă 2014 çулхипе танлаштарсан 19 тĕслĕх нумайрах. Республикăра вара чĕрчунсем çынна çыртнă тĕслĕхсем пĕтĕмпе 3301 пулнă (ачасене - 846, аслисене - 2455), вăл шутра тискер чĕрчунсем çыртни 113 тĕслĕх.
Уртаракан чиртен сыхланас тесен çынсен тĕп правилăсене пĕлмелле: - килсĕр йытăсемпе кушаксем патне çывхармалла мар, вĕсене лăпкамалла мар; - килти чĕрчунсене уртаракан чиртен вакцинацилемелле; - урамри çỹп-çап контейнерĕсене хупă тытмалла, унсăрăн унта хуçасăр йытă-кушак пухăнать, чир-чĕр ертме пултарать; - килти чĕрчун хăйне ăнланмалла мар тыткалама пуçларĕ-тĕк ветеринарпа канашламалла; - çапкаланчăк йытă е кушак çыртсан, чавса илсен хăвăртрах алăсене супăньпе çуса суран вырăнне водород перекиçĕ-пе тата йодпа сĕрмелле, кайран тухтăра чĕнмелле. Çакăн пек асăрхансан пурнăçăра упраса хăварма пулĕ.
Роспотребнадзорăн Çĕмĕрлери уйрăмĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"