АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕмĕр сакки сарлака…

11 марта 2016 г.

Пурнăç. Çак ултă саспаллирен тăракан сăмаха калама кăна лайăх, пурăнса ирттерме вара ăна пĕртте çăмăл мар...

Манăн кукаç, Анат Чутайра пурăнакан Николай Андреевич Микулин, тăлăххăн çитĕнсе çын пулнă. Ашшĕ-амăшĕн ăшшине курманскерĕн ачалăхне аса илсен яланах чунĕ хурланать. Юрать, унăн чунне кăшт лăплантарма йăмăкĕ тата Дмитрий ятлă суккăр мучи пулнă. Кукаç 1936 çулхи мартăн 15-мĕшĕнче кун çути курнă. Нимĕç фашисчĕсем пирĕн çĕршыва тапăнса кĕрсен унăн ашшĕ-не, Андрей Алексеевич Микулина, вăрçа илсе кайнă. Тăван килтен тухса кайнă чух вăл чунĕ сиснĕ евĕр: "Эпĕ каялла килейместĕп", - тенĕ. Чăнах та, каярахпа çапăçу хирĕнчен ун пирки "хыпарсăр çухалнă" текен хут килнĕ.

Кукаçăн амăшĕ Анисья ятлă пулнă, унăн та кун-çулĕ ир татăлнă. Пĕррехинче ăна кĕтỹри ĕни шура кĕрсе ларни пирки пĕлтернĕ. Вăл сивĕ уйран ĕçнĕ те ĕни патне вĕçтернĕ, унтах çĕр каçнă. Çавăн хыççăн хĕрарăм чирлесе вилнĕ, икĕ ачи тăлăха юлнă.

Çакăн хыççăн кукаçа ача çуртне янă, Агреппина ятлă йăмăкне пĕр çемье усрава илнĕ. Ача çуртне кукаçсен килĕнче уçнă, вăл пысăк, урлă пỹрт пулнă. Унта 12 ачана вырнаçтарнă. Каярахпа кукаçа Улатăра леçнĕ, унтан - Йĕпреçе. Унтан тăлăх ачасене 21 километра яхăн çуран Вăрмара çити уттарнă. Питĕ шăрăх вăхăт пулнă, пĕчĕк ачасем çул çинче тĕл пулакан лупашкасенчен шыв ĕçнĕ. Кашни урăх ача çуртне вырнаçмассерен кукаçа çĕнĕрен 1-мĕш класа янă, çапла вăл 3-мĕш класс пĕтермелли çулсене çухатнă. Йĕпреçри ача çуртĕнче ачасене лайăх пăхнă, çи-пуçне те лайăх тăхăнтартнă. Пĕррехинче кукаçа 5 кунлăха киле ярсан Дмитрий мучи, авланнăскер, ачана хăйсем патĕнчех хăварма йышăннă. "Çакна пĕлнĕ пулсан ача çуртĕнчен панă çи-пуçа та пĕрле илсе килĕттĕмччĕ", - тенĕ арçын ача.

Кукаçăн пурнăçĕ тепĕр майлă та пулма пултарнă. Ăна Суворов училищине ярасшăн пулнă, анчах пĕлỹ çитменни шанăçа путлантарнă. Кукаçăн шкула çỹреме çи-пуç пулман.

Пособи тỹлеме тытăнсан çеç вăл вĕренме пуçланă, 7-мĕш класс пĕтернĕ. Хăйĕн ĕмĕрĕнче мĕн тĕрлĕ кĕнеке вуламан пуль вăл? Мĕнле кĕнеке вуланине, авторĕсене пĕр тетрадь çине типтерлĕ çырса пынă. Çав тетрадь халĕ те килте упранать.

7-мĕш класс хыççăнах фермăра ĕçлеме пуçланă, тăваттăн 100 ĕне тата лашасем валли апат турттарнă. Çавăншăн вĕсене (ĕç укçи вырăнне) эрнере пĕр хутчен вăрмантан лашапа йывăç турттарма ирĕк панă. Уйăхра 4 хут вăрмана пỹрт хутса ăшăтма вутă кайса илсе килнĕ. 1955 çулта кĕркунне кукаçа пысăк ĕç шанса панă: 12-ĕн, вăл шутра вăл та, 333 пуç выльăха Чулхулари аш комбинатне хăваласа каймалла. 21 кун хăваласа утнă вĕсем ĕнесемпе вăкăрсене, кĕтỹ тăршшĕ пĕр çухрăма тăсăлнă. Çăмăл пулман çавăн чухлĕ выльăхпа çула парăнтарма. Юханшывсем, кỹлĕ-сем тĕл пулсан унта çăвăнса илнĕ. Çул çинче çырткаласа илме пĕр лав çăкăр пулнă, кайран вăл та типсе, хытса кайнă. 6 ĕнен сĕтне суса пурăнкаланă. Вăл вăхăтра çул çинче техника таврашĕ ытлашши курăнман, пĕр сехет хушшинче пĕр машина тĕл пулнă-и, пулман-и, çавă çеç. Çĕрле çитсен вĕсем черетпе хурал тăнă. 12 çын хушшинче хĕрарăмсем те пулнă, вĕсем вара ĕнесене суса тăнă. Илсе каймалли выльăха Çĕмĕрле, Хĕрлĕ Чутай, Етĕрне районĕсенчен пухнă. Чулхулана пĕр кунта кукаçисен пек 14 кĕтỹ хăваласа кĕнĕ. Киле каяс умĕн вĕсене апат çитернĕ, мунча кĕртнĕ. Каялла вĕсем 3-4 сехет хушшинче пуйăспа çитнĕ. Ку историе кукаç питĕ интереслĕ каласа парать, анчах ун чух, паллах, çăмăл пулман ăна.

Мĕн пĕчĕкрен кукаç çăпатапа çỹренĕ, çуркунне те, кĕркунне те, хĕлле те. Хĕлле çăпатапа çỹреме япăхах пулман, тет, анчах йĕпе-сапа, пылчăк вăхăтра вĕсене улăштарса тăма тивнĕ. Çăпатине хăех çыхнă вăл. 1955 çулта çеç кукаç Чулхулара резина атă илсе тăхăннă. Кĕçех çамрăкскерне çар ретне илме тăраççĕ, анчах хăлхи япăх илтнипе вăл çартан юлать. Çак амак кукаçăн çапла пулса тухнă. Пĕчĕк чухне вĕсем пускил ачипе тухтăрла вылянă. Кỹршĕ ачи кукаçăн сылтăм хăлхине пĕчĕк кашăк чиксе пăтăркаланă. Çавăнтанпа кукаçăн хăлхи аманса юлнă.

Пурнăç тени ăна ăçта кăна илсе çитермен-ши? Вăл укçа ĕçлесе илес тесе юлташĕсемпе Костромана хыр сухăрĕ пухма кайнă. Мĕн çуркуннерен пуçласа кĕркуннечченех вăрманта хыр сухăрĕ юхтарса пурăннă. Пушă вăхăтра хулана та тухса курнă. Хăйĕн пурнăçĕнче вăл çавăн пекех Екатеринбурга, Кургана, Челябинска, Хусана, Мускава, Ленинграда, Пскова, Волгограда çитсе курнă. Выçлăх çулĕсенче кукаç 28 çынтан тăракан бригадăпа Калугăна çĕрулми туянма кайнă. 2 тенкĕ те 20 пуспа икĕ пин михĕ машинăпа тиесе килнĕ. Çав ĕçшĕн кашнине пĕр михĕ çĕрулми панă.

1958 çулхи май уйăхĕнче кукаçăн васкасах авланма тивнĕ. Мĕншĕн тесен унăн йăмăкĕн качча кайма вăхăт çитнĕ. Кукаç хăйĕн пек тăлăх хĕре, Раиса Васильевна Макарована, качча илнĕ. Кукамай питĕ маттур хĕрарăм пулнă. Вăл хăйĕн ĕмĕрĕнче çупа сыр базинче, поварта, ача садĕнче, колхозра нумай çул тăрăшса ĕçленĕ. Пуринпе те пĕр чĕлхе тупса ĕçлеме пултарнă вăл. Кукам та, кукаç та "Ĕç ветеранĕ" хисеплĕ ята тивĕçнĕ. Кукаç авланнă хыççăн йăмăкĕн упăшкине Александра платник ĕçне алла илме пулăшнă. Вара вăл маçтăрлансах кайнă, хăйĕн ĕмĕрĕнче çурт нумай тунă. Алли кукаçăн пур ĕçе те çыпăçнă. Кил-тĕрĕшĕнче вăл тытса туман-пĕлмен ĕç çук та. Çỹпçесем, катка-пичке тунă, вĕрен-пăяв çыхнă тата ытти те. Пирĕн кукаç вутра çунни те пулнă. Хĕлле вăрмана вутта кайсан вĕсем кăвайт чĕртнĕ те çывăрма выртнă. Ăнсăртран кукаçăн çурăмĕ çине вут сиксе ỹкнĕ, хытă ывăннăскер, вăл çакна тỹрех сисеймен. Кайран хытăрах çунма тытăнсан тин вăраннă. Çурăмĕ пиçсе кайнă, час тỹрленеймен вара.

Кукаç платникра 45 çул ĕçленĕ. Тивĕçлĕ канăва колхозран тухнă. Анчах ĕçлеме хăнăхнăскер килте алă усса ларма пултарайман, Чулхула облаçне стройкăна çỹреме пуçланă, унта фермăсем, çурт-йĕр тунă. Ăста пулнăран ăна пурте хисепленĕ, хăшĕ-пĕри кỹршĕ облаçрен киле килсех ĕçлеме илсе кайнă. Тепĕр чухне ĕçшĕн укçа вырăнне тоннăшар тырă-пулăпа татăлнă. 2004 çултанпа кукаç сывлăхĕ хавшаса çитнĕрен ĕçлесе çỹреме пăрахрĕ. "Халĕ пуртă тытма та вăй-хал çук", - тет вăл. Нумай тỹснĕ, нумай курнăскерĕн сывлăхĕ çирĕп мар, çавăнпа хамăр çук чухне ăна кỹршĕсем пулăшсах, пăхсах тăраççĕ. Характерĕпе пирĕн кукаç чăнлăха юратакан çын. Темĕнле çук пурнăç пулсан та вăл çыннăнне тĕкĕнмен, илмен, ачисене те çавнах вĕрентнĕ. Пурнăç йывăрлăхĕсене пайтах тỹснĕ пулин те вăл пурнăçа юратакан çын, шỹтлесе илме те кăмăллать. Час-часах унпа калаçнă чух кулăшла сăмах çаврăнăшĕсем тухкалаççĕ.

Кукаçăн йăмăкĕн те аса илмелли пайтах.

- Мана усрава илнĕ çул выçлăх çулччĕ. Эпĕ пĕрмаях пиччем çинчен мĕн çисе пурăнать-ши тесе шутласа çỹреттĕм. Хама усрава илнĕ çынсем куриччен ăна çăкăр татки те пулин илсе тухса пама тăрăшаттăмччĕ. Коля пиччене ача çуртне илсе кайсан питĕ кулянтăм. Вĕсене унта риспа мăянран пăтă пĕçерсе çитернĕ, çавă çеç вилĕмрен çăлса хăварнă. Шкулта чухне те пиччене кăритурта курсан çăкăр тыттарма тăрăшаттăм... Киле çитсен те чỹречерен пăхса ăна куçпа шыраттăм. Коля карта çине хăпарса тăнă пулсан вăл выçă, вара хăвăртрах çăкăр чĕлли йăтса çитерме тухаттăм. Çапла кукаçăн пĕчĕк йăмăкĕ пысăк чĕреллĕ пулнăран пиччĕшне выçлăхран çăлса пынă. Мĕн пурнăç тăршшĕпех вĕсем пĕр-пĕрне пулăшса пыма тăрăшаççĕ. Вĕсен ачисем те халĕ çемйисемпе питĕ туслă.

Сăмах май, кукаçпа кукам виçĕ ача çуратса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Анчах та кукамăн та, Саша ывăлĕн те кун-çулĕ вăхăтсăр татăлчĕ. Аслă хĕрĕ Вера Çĕрпỹ райповĕнче нумай çул тỹрĕ кăмăлпа ĕçлесе "Ĕç ветеранĕ" ята тивĕçрĕ, тивĕçлĕ канура пулин те ĕçлет-ха. Кĕçĕн хĕрĕ Таня Мускавра пурăнать, вăл та тивĕçлĕ канура пулсан та аш-какай комбинатĕнче вăй хурать. Кукаçăн хĕрĕсем, хăйĕн пекех, питĕ ĕçчен, ырă çынсем, ĕçтешĕсен, тус-юлташĕн хисепне тивĕçнĕ.

Кукаçпа кукам мана, хăйсен мăнукне, 3 уйăхран пуçласа пăхса çитĕнтерчĕç, ура çине тăратрĕç. Эпĕ вĕсем умĕнче татăлми парăмра, çĕре çити пуçăма таятăп.

Ирина МОРОЗОВА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика