11 марта 2016 г.
Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулта лайăх кăтартусемпе вĕренсе пыракансенчен пĕри вăл - 9-мĕш класра пĕлỹ илекен Елена Гурьянова. Февраль уйăхĕнче Елена МХК предмечĕпе республика шайĕнчи олимпиадăна хутшăнса 2-мĕш вырăна тухнă. Еленăна олимпиадăна Ирина Евгеньевна Захарова вĕрентекен хатĕрленĕ. Хăй тĕнчен ỹнер культурине аван пĕлнине кăтартса панă хĕрача. Живопись, скульптура, архитектура, кино, ташă, литература, музыка, иконопись - культурăн çак енĕсемпе çыхăннă ыйтусем çине хуравланă вăл. Унсăр пуçне произведенисен авторĕсене, стильне, хăш тапхăртине пĕлмелле пулнă.
Тĕрлĕ халăх культурипе кăсăкланнипе пĕрлех Елена çутçанталăкпа çыхăннă конкурссене те хутшăнать. Акă нумаях пулмасть районта вăрман олимпиадине ирттернĕ, унта çĕнтернисен ĕçĕсене республика шайĕнчи олимпиадăна хутшăнма ярса панă. Вĕсенчен пĕрне, Елена Гурьянована, олимпиадăн Шупашкарта иртекен финалне чĕннĕ. Асăннă олимпиадăн республикăри тапхăрне Шупашкар хулипе 12 районти 31 шкул ачи хутшăннă, вĕсен теори тата практика ĕçĕсене пурнăçламалла пулнă. Елена Гурьянова кунта та хăйĕн пĕлĕвне аван кăтартса панă, теори енĕпе 1-мĕш вырăн йышăннă, практика енĕпе вара, "Вăрманти ỹсен-тăран экологийĕ" секцире ĕçленĕшĕн, 3-мĕш вырăн.
Çапла майпа республикăра иртнĕ вăрман олимпиадин пĕтĕмĕшле кăтартăвĕсемпе районти Ачасен пултарулăх çуртĕнче Елена Николаевна Орлова педагог пулăшнипе пултарулăхне туптакан Елена Гурьянова виççĕмĕш вырăн йышăннă.
А.КАРПОВА.
Источник: "Пирěн пурнăç"