АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пысăк çитĕнỹсем пĕчĕк ăнăçусенчен пуçланаççĕ

11 марта 2016 г.

Кăçал пирĕн районти шкулсенче вĕренекенсем хушшинче республика шайĕнчи олимпиадăсенче хутшăнса призерсен йышне кĕме пултаракансем чылаййăн пулчĕç. Вĕсенчен пĕринпе, Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулта пĕлỹ илекен Андрей Терентьевпа, паян вулакансене паллаштарасшăн.

Пирĕн район вĕренекенĕсем республика шайĕнче ăнăçусем туни яланах савăнтарать, мăнаçлантарать. Çак çитĕнỹсенче çамрăксем хушшинче вăхăта сая ямасăр, усăллă, пуласлăх çинчен шухăшласа ирттерекенсем пурри сисĕнет-çке.

ОБЖ предмечĕпе ытти çулсенче те хĕрлĕчутайсем палăраканччĕ, кăçал та çаплах пулчĕ. Çапах та мĕнре-ха кунта вĕренекенсен çитĕнĕвĕсен вăрттăнлăхĕ? Андрейпа хăйĕнпе курса калаçнă хыççăн 9-мĕш класра вĕренекен çак вăрăм та илемлĕ, кĕрнеклĕ хул-çурăмлă каччă пурнăç хăрушсăрлăхĕн тытăмĕсене çав тери аван пĕлнинчен тĕлĕнме те пăрахрăм. Асăннă предметпа палăрас тесен ăна лайăх пĕлнипе пĕрлех спортпа та туслă пулмалла-çке-ха. Андрей вара йывăр атлетикăпа туслă - кĕлеткене яланах формăра тытмалла тесе шухăшлать.

"Саншăн олимпиадăн теори е практика пайĕ йывăртарах пулчĕ?" - ыйтрăм эпĕ Андрейран. - Олимпиадăн практика пайне пире Эдуард Васильевич Романов питĕ аван хатĕрлерĕ, çавăнпа та кунта пурнăçламалли ĕçсем маншăн питех йывăр пулмарĕç - хумханăва парăнтарма кăна пĕлмелле. Теори пайне хатĕрленесси, паллах, ытларах хамран килчĕ, анчах та эпĕ ыйтусен хуравĕсене тупма пултартăм пулас, - каласа пачĕ маттур вĕренекен. - ОБЖ предмечĕ мана питĕ кăсăклантарать, уйрăмах практика пайĕ, мĕншĕн тесен çак пĕлỹ пурнăçра та питĕ кирлĕ пулма пултарать. Практика пайĕнче мĕнле ĕçсене пурнăçламалла пулнине пĕлсен вара тĕлĕнмеллипех тĕлĕнтĕм. Тĕрлĕ тĕвĕсем çыхмалла, азимут тупса палăртмалла, тĕрлĕ чăрмавсене парăнтармалла, çиçĕм çапнă çынна пĕрремĕш пулăшу памалла, артерирен юн кайнă чух пулăшмалла, пушар сỹнтерекенĕн тумне тăхăнмалла, "пушар тухнă вырăна" сỹнтермелле, ачана пушартан çăлмалла, ăна пĕрремĕш пулăшу памалла, шывра путакана Александров вĕçĕпе усă курса çăлмалла... Çаксене пĕтĕмпех пурнăçлама пултарать иккен Андрей Терентьев!

"Апла пулсан санăн малашлăхна МЧС-па, çынсене çăлассипе кăна çыхăнтармалла", - терĕм эпĕ ăна. Çук иккен, пуласлăхне урăхларах курать каччă, анчах мĕнлерех - çак вăрттăнлăха уçса парасшăн пулмарĕ. "Пысăк çитĕнỹсем пĕчĕк ăнăçусенчен пуçланаççĕ", - теççĕ халăхра. Шкулта тăххăрмĕш çул ĕнтĕ "5" паллăсемпе кăна ĕлкĕрсе пыракан Андрей Терентьевăн ăнăçăвĕсене пĕчĕк тесе калаймăн. Анчах та унăн малашлăхри çитĕнĕвĕсем тата курăмлăрах пулччăр, ашшĕ-амăшĕ, çывăх çыннисем, вĕрентекенĕсем унпа тивĕçлипех мăнаçланччăр, юлташĕсем вара унран ырă тĕслĕх илччĕр. А.КАРПОВА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика