16 марта 2016 г.
Информаци кунне ирттерме пирĕн района ЧР Тĕрĕслевпе шутлав палатин председателĕ Татьяна Минина ертсе пыракан ушкăн килсе çитет. Информкун районти кашни ял тăрăхĕнчех 10 сехетре пуçланать. Ял çыннисем унта хутшăнса хăйсене хумхантаракан ыйтусем пама пултараççĕ. Информаци кунĕн темисем:
- Чăваш Республикин 2015 çулхи экономика тата социаллă пурнăç аталанăвĕ пирки тата 2016 çул валли палăртнă задачăсем çинчен;
- республикăра пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтер-мелли мероприятисене пурнăçласси, çуркуннехи шыв-шур тапхăрне хатĕр-ленни тата территорисене тасатса хăтлăх кỹресси пирки.
Кунсăр пуçне Инфор-маци кунĕнче çуракине хатĕрленес тата ирттерес тĕлĕшпе ĕç тăвакан власть тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен задачисене тишкерĕç.
Источник: "Пирěн пурнăç"