16 марта 2016 г.
2016 çулхи çурхи шыв-шура кĕтсе илме хатĕрленесси тата ейĕве инкек-синкексĕр ирттерсе ярассин ыйтăвĕсемпе мартăн 5-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăри муниципалитетсен администраци пуçлăхĕсемпе видеоканашлу ирттернĕ. Раççей МЧС-ĕн республикăри тĕп управленийĕ пĕлтернĕ тăрăх, кăçал шыв-шур яланхинчен 2 эрне маларах каясса палăртаççĕ. Республикăри тĕп гидрометеорологи станцийĕ малтанласа шутланă тăрăх, пулса тăнă гидрометеорологи условийĕсенче кăçалхи çуркунне шыв шайĕ нумай çулхи нормăран çỹлерех пулать. Шыв шайĕ çине температура режимĕ витĕм кỹрет. Питĕ ăшă тăрсан юр ирĕлме тытăнать, çавна пула юханшывсенчи шыв шайĕ хăвăрт ỹс-ме пултарать. Шыв Сăр тата Çавал шывĕсенче уйрăмах нумай хăпарма пултарать. Çурхи процессем хăвăрт аталанса пырсан çак юханшывсем çывăхĕнчи районсене вырăн-вырăн шыв илме пултарать. Чрезвычайлă лару-тăру хăрушлăхне чакарас тĕллевпе ейỹ сарăлнă тапхăрта 2015 çулта 13 млн та 350 пин тенкĕлĕх превентивлă мероприятисем туса ирттернĕ. 2016 çулта Канаш, Хĕрлĕ Чутай, Çĕрпỹ тата Çĕмĕрле районĕ сенче 4 гидротехника сооруженийĕнче 18 млн та 575 пин тенкĕлĕх тĕпрен юсамалли ĕçсем ирттерме палăртнă.
ЧР Çутçанталăк ресурсĕсен министерстви.
Источник: "Пирěн пурнăç"