16 марта 2016 г.
Çурхи уй-хир ĕçĕсене вăхăтра тата пахалăхлă йĕркелесе ирттерес, çуракипе çыхăннă çивĕч ыйтусене оперативлă татса парас тĕлĕшпе мартăн 10-мĕшĕнче район администрацийĕ ятарлă штаб туса хума йышăнчĕ. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Башкиров ертсе пырать. Комисси йышне район администрацийĕн ялхуçалăх пайĕн, патшалăх техника асăрхавĕн тата ытти пайсен яваплă ĕçченĕсем кĕчĕç.
Ялхуçалăх предприятийĕсемпе хресченпе фермер хуçалăхĕсем кăçал çурхи культурăсене 4765,5 гектар акса хăварма палăртрĕç (2015 çулхипе танлаштарсан 92 процент), вăл шутра пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем 3871 гектар, апатлăх культурăсем 1024 гектар (370 гектар кукуруз, 20,5 гектар çĕрулми). Унсăр пуçне 2016 çулхи тухăç валли кĕркунне 1556 га (98,7 процент) кĕр тыррисем акса хăварнă. Пĕтĕмпе вара кăçал пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем акнă лаптăк 5437 гектарпа танлашмалла (110 процент).
Çурхи культурăсен вăрлăхне эпир 802 тонна хывса хăварма йышăннăччĕ, анчах ытларах 807 тонна (101 процент) хатĕрлеме май килчĕ. Вăл шутран кондицилли 697 тонна (е тĕрĕсленин 86 проценчĕ). Ытти вăрлăха хуçалăхсем çурхи ĕçсем пуçланиччен кондицие çитерме тăрăшаççĕ. Ку енĕпе "Серебряные ключи" (80 тонна) тата "Авангард" (30 тонна) хуçалăхсен ĕçлемелле-ха.
Тыр-пул тухăçне пысăклатас тĕллевпе "Коминтерн", "Нива", "Свобода" хуçа-лăхсем 25-шер тонна, "Серебряные ключи" кооператив 150 тонна таран паха вăрлăх туянма палăртрĕç. Иртнĕ кĕркунне пурнăçланă çĕртме ĕçĕсем 2572 гектар лаптăкпа танлашаççĕ. Юлнă лаптăксем çинче дискаторсемпе тата йывăр культиваторсемпе ĕçлесшĕн.
Хальхи вăхăтра ялхуçалăх предприятийĕсем çуракине хатĕрленнĕ май хĕл каçнă кĕрхи культурăсене апатлантарма минераллă удобренисем туянаççĕ, кỹрсе хураççĕ. Паянхи кун тĕлне "Нива" 60 тонна минераллă удобрени туянса хучĕ. "Коминтерн" ЯХПК 300 тонна, "Свобода" колхоз 40 тонна, Н.Лисаев фермер 100 тонна удобрени туянмашкăн ЧР "Апат-çимĕç фончĕпе" килĕшỹсем турĕç.
Çав вăхăтрах çурхи уй-хир ĕçĕсене пурнăçлама 192 тонна дизель топливи кирлĕ пулать. Хальлĕхе ăна 54 тонна янтласа хунă, çунтармалли-сĕрмелли материалсем туянас, кỹрес ĕçсем малалла пыраççĕ. Ялхуçалăх техникин юсавлăхĕ те ку чухне тимлĕхре. Районти хуçалăхсенчи 77 трактортан 71-шĕ юсавлă. Автомобильсем, сеялкăсем, культиваторсемпе плугсем те пурте тенĕ пекех ĕçе тухма хатĕр. Юсавлă шая çитернĕ техникăна предприятисем техника тĕрĕслевĕ витĕр кăлараççĕ.
Механизаторсем хăйсем те хĕрỹ ĕç пуçланиччен сывлăхне тĕрĕслеттерме тивĕçлĕ. Ку вăхăт тĕлне ялхуçалăх предприятийĕсенчи 44 механизатортан 24-шĕ тухтăрсем патĕнче пулнă та ĕнтĕ.
В.ХРАМОВ, район администрацийĕн ялхуçалăх пайĕн начальникĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"