16 марта 2016 г.
Çак ятпа иртрĕ районта февраль уйăхĕнче çутçанталăка сыхлассипе çыхăннă буклетсен конкурсĕ. Ăна республикăра пурнăçланакан "Экоразведка" программăпа килĕшỹллĕн йĕркеленĕ. Конкурса районти вĕренỹ организацийĕсенче пĕлỹ илекенсем хутшăнчĕç. Буклетсене вĕсен дизайнне, информаци пуянлăхне, илĕртỹлĕхне кура хакларĕç.
Конкурсăн районти тапхăрĕнче çак вĕренекенсем палăрчĕç: - шыв ыйтăвĕсене татса парассипе çыхăннă номинацире пĕрремĕш вырăна Ачасен пултарулăх çуртĕнчи биологипе экологи пĕрлешĕвĕнче пĕлỹ пухакан Алена Пименова тухрĕ, Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче 11 Б класра вĕренекен Анна Родионова - 2-мĕш вырăн, 11 А класри Татьяна Полозина - 3-мĕш вырăн; - энерги перекетлессипе çыхăннă номинацире - Ангелина Яндуткина (10 А класс) - 1-мĕш вырăн , Руслан Медакин (11 Б класс) - 2-мĕш вырăн, Николай Мидушкин (10 А класс) 3-мĕш вырăн йышăнчĕç (виççĕшĕ те Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулта вĕренеççĕ); - çỹп-çап ыйтăвĕсене татса парассипе çыхăннă номинацире пĕрремĕш вырăна Ачасен пултарулăх çуртĕнчи биологипе экологи пĕрлешĕвĕнче пĕлỹ пухакан Анна Петрова тухрĕ, Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче 8-мĕш класра вĕренекен Даниил Капитонов - 2-мĕш вырăн, 6 А класри Дмитрий Герасимов тата 9 Б класри Максим Артемьев - 3-мĕш вырăн; - кил-çуртра хими препарачĕсемпе усă курассипе çыхăннă номинацире Софья Куликова (7 А класс) - 1-мĕш вырăн, Юрий Дмитриев (11-мĕш класс) - 2-мĕш вырăн, Дмитрий Абакумов (11 А класс) 3-мĕш вырăн йышăнчĕç (виççĕшĕ те Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулта вĕренеççĕ); - флорăпа фаунăна хỹтĕлессипе çыхăннă номинацире Станислав Михопаркин (10 К класс) - 1-мĕш вырăн, Людмила Елгайкина (11 А класс) - 2-мĕш вырăн, Николай Тимофеев (11 Б класс) 3-мĕш вырăн йышăнчĕç (виççĕшĕ те Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулта вĕренеççĕ).
Конкурсăн районти тапхăрĕнче çĕнтернисем тата мала тухнисем республика шайĕнче тупăшрĕç. "Пĕлетĕр-и эсир?" конкурсăн республикăри тапхăрĕнче районти Ачасен пултарулăх çуртĕн-чи биологипе экологи пĕрлешĕвĕнче Елена Николаевна Орлова пулăшнипе пĕлỹ пухакан Алена Пименовапа Анна Петрова 3-мĕш вырăн йышăнни паллă пулчĕ. Маттур хĕрачасене саламлатпăр, малашнехи ăнăçусем сунатпăр!
Валентина КОРАКОВА, Ачасен пултарулăх çурчĕн директорĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"