АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çăкăр шăрши кĕрекен алăсене - мухтав!

18 марта 2016 г.

2015 çулхи 4-мĕш кварталăн пĕтĕмлетĕвĕсемпе районти потребительсен обществи хатĕрлев ĕç-хĕлĕпе, пахча çимĕç, сĕт пухассипе, алкогольсĕр сĕткенсем, çурмафабрикатсем тата çăкăр, кондитер изделийĕсен производствинчи пысăк кăтартусемпе республикăра пĕрремĕш вырăн йышăннă. Çавăн пекех нумаях пулмасть Чăвашпотребсоюз Канашĕ "2015 çулхи чи лайăх çăкăрпа кулач изделийĕ" республика конкурсне пĕтĕмлетрĕ. Иртнĕ çул ку конкурсра çăкăр завочĕн хутăш çăнăхран пĕçернĕ "Дарницкий" çăкăрĕ иккĕмĕш вырăн йышăннă пулсан, кăçалхи пĕтĕмлетỹсемпе конкурса тăратнă республикăри 68 тĕслĕ çăкăр тата çăкăрпа кулач изделийĕ-сем хушшинче хĕрлĕчутайсен сийлĕ-сийлĕ кулач изделийĕ - круассан - малти вырăна тухнă.

Çапла, райпо тытăмне кĕрекен, Юрий Осипович Яндайкин ертсе пыракан "Четайское" тулли мар яваплă обществăн ĕçченĕсем пĕçерсе кăларакан çăкăрпа кулач, кĕлентĕр, кондитер изделийĕсем республикăра кашни çул тенĕ пекех пахалăхне кура малти вырăнсене йышăнаççĕ тата пысăк ассортиментпа тĕрлĕ куравсене хутшăнаççĕ. Çавăнпа паянхи кун çăкăра килте пĕçерсех каймастпăр пулин те хамăр район çăкăр завочĕпе мухтанма пултаратпăрах. Вĕсен çăкăр-кулачне килĕштермен çын çук та пуль районта.

Мĕнре-ши тутлă çăкăр, круассан пĕçермелли вăрттăнлăх? Çакна пĕлес шутпа çак кунсенче эпĕ çăкăр завочĕн ăста кондитерĕсемпе пекарĕсене çитсе куртăм, вĕсен ĕçĕсемпе паллашрăм. Çăкăр заводне пырса кĕрсенех кăмакаран тин çеç тухнă çăкăр шăршине туйса илтĕм, цехсенче производство ĕçĕ кал-кал пыни те курăнчĕ: кашни хăйĕн ĕç вырăнĕнче, пĕри пĕремĕк касать, иккĕмĕшсем кĕлентĕр тăваççĕ, виççĕмĕшсем кăмакаран çăкăр кăлараççĕ, чуста хатĕрлеççĕ...

Маргарита Валентиновна Тихонова технолог пĕлтернĕ тăрăх, районти çăкăр завочĕ çỹлерех асăннă республика конкурсне сывлăхшăн усăллă тăватă çăкăрпа кулач изделине тăратнă. Çав шутран шăпах сийлĕ-сийлĕ чустаран ăшне сгущенка хурса тунă круассан (сăнỹкерчĕкре) жюрие тĕсĕпе, тутипе, сийĕсем уйрăласлăхĕпе, пĕр сăмахпа каласан, пахалăхĕпе питĕ килĕшнĕ, çавăнпа пĕрремĕш вырăн йышăннă. Пысăк хака тивĕçнĕ изделийĕн рецепчĕпе интереслентĕм те - унта нимĕн йывăрри те çук иккен: çăнăх, шыв, сахăр, тăвар, арахис мăйăрĕ, сгущенка тата чустана сийлĕ тума пулăшакан маргарин. Шăп çакăнтан килет те иккен продукцин тĕп пахалăхĕ, сийсем лайăх пуласси. Тата круассан валли сийлĕ чустана Италире туса кăларнă оборудованипе хатĕрлеççĕ.

Калас пулать, сывлăхшăн усăллă продукци шутне "Пучах" ятлă çăкăр та кĕрет. Ку çăкăр чусти ăшне сакăр тĕрлĕ пучахлă ỹсен-тăран вăррисем хушаççĕ. Паянхи кун çакăн йышши çăкăра тата республикăра палăрнă круассана, тĕпрен илсен, райцентрти гастрономра, "Вĕри çăкăр" лавккара туянма пулать, ытти лавккасене те заявкăсем пулсан хаваспах леçсе параççĕ.

Палăртмалла, çăкăр завочĕн производствинче (заведующийĕ Ираида Патрикеева) 30 яхăн çын ĕçлет, вĕсенчен 12-шĕ кондитерсем, ыттисем çăкăр пĕçерекенсем. Коллектив туслă та тăрăшуллă, кунта ĕçлекенсем вăтамран 35-45 çулсенче, нумайăшĕ çак ĕçре 15-20 çул ытла вăй хурать. Çăкăрпа кулач изделийĕсен цехĕнче - 4 бригада, вĕсене Елена Ивановна Макарова, Надежда Витальевна Патрикеева, Надеж-да Львовна Абакумова, Валентина Влади-мировна Захарова бригадирсем ертсе пыраççĕ. Кондитерсен тата кĕлентĕр цехĕ-сен бригадирĕсем Татьяна Владимировна Орловапа Надежда Георгиевна Орлова. Галина Ивановна Макарова склад заведую-щийĕ те кунта 40 çул ытла ĕçлет. Продукцие суту-илỹ точкисене ăсатас тĕлĕшпе Надежда Миронова, Алена Абрамова экспедиторсем нумай çул тăрăшса ĕçлеççĕ. Кĕскен каласан, заводри кашни ĕçчен ырă сăмаха тивĕçлĕ, анчах кашнине ятран асăнса пĕтереймĕн.

Хальхи вăхăтра общество 45 тĕслĕ çăкăрпа кулач, 42 кондитер изделийĕ туса кăларать. Иртнĕ çулта çăкăр завочĕ 904 тонна çăкăр (2014 çулхипе танлаштарсан 109 процент), 173 тонна (107 процент) кулач изделийĕсем, 148 тонна (106 процент) кондитер изделийĕ-сем туса кăларнă. Çăкăр турттаракансем çăкăрпа кулач изделийĕсемпе районти райпо тытăмне кĕрекен тата уйрăм предпринимательсен пур лавккине те, ача сачĕсемпе шкулсене те тивĕçтереççĕ. Унсăр пуçне продукцие район тулашĕнчи вун-вун уйрăм предприниматель те туянса тăрать. Заявкăсем тăрăх продукцие Çĕмĕрле, Муркаш районĕсене, Шупашкар, Йошкар-Ола, Чулхула облаçĕнчи Сеченово хулисене те ăсатаççĕ. Сăмах май, 2015 çулта общество 14352359 тенкĕлĕх продукци сутнă.

Тутлă та кăпăшка çăкăра тата ытти продукцие район çыннисем юратсах çини, кỹршĕллĕ районсемпе хула-сенче пурăнакансем те килĕштерни - лайăх пулăм. Продукцие халăх кăмăлланинче курăнать те çăкăр пĕçерекенсен тăрăшулăхĕпе профессионализмĕ. Çăкăр шăрши кĕрекен алăсем мухтав сăмахне кăна тивĕçлĕ.

Фоторепортаж

А.ДМИТРИЕВА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика