АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕренỹ вăйă формипе иртет

18 марта 2016 г.

Шкул çулне çитменнисене çул-йĕр правилисемпе паллаштарасси кĕçĕн ушкăнтанах пуçланать. Малтанхи занятисенчех çак ỹсĕмри тĕпренчĕксем турттармалли тата çăмăл автомобильсене, тĕссене уйăрма, вĕсен пайĕсене калама хăнăхса пыраççĕ, светофор мĕн тума кирлине пĕлеççĕ. Ỹсерехпе çул-йĕр правилисене вĕренеççĕ, хăйсене обществăлла транспортра тытма хăнăхса пыраççĕ.

Палăртмалла, ачасен вĕренĕвĕ вăйă формипе иртет. Урама уçăлма тухсан та вĕсене иртсе çỹрекен транспорт тĕсĕсемпе, занятисем пыман хушăра иллюстрацисемпе паллаштарма тăрăшатăп. Вăйă лару-тăрăвĕнче автобус çине ларма тата ун çинчен тухма вĕрентетĕп. Вылямалли пỹлĕмре пукансене автобусри ларкăчсем пек вырнаçтарса тухатăп, вĕсем хушшинче пĕчĕк пассажирсене валли хушă хăваратăп. Хам водитель вырăнне вырнаçатăп. Чарăнусенче ачасем тухаççĕ-лараççĕ, билетшăн тỹлеççĕ, пĕр-пĕрне вырăн параççĕ, майĕпен обществăлла транспорт хатĕрĕпе çỹреме хăнăхса пыраççĕ тата ытти те.

Пассажирсем те çулçỹрев участникĕсем-çке, вĕсен те правилăсене пăхăнмалла. Çакăн пек вăйă хыççăн пĕрле ларса калаçу ирттеретпĕр. Эпĕ вĕсенчен мĕнле транспортпа кайнине, хăш алăкран кĕнине тата тухнине, билет мĕн хак тăнине, водитель мĕн каланине ыйтса пĕлетĕп. Çапла тусан пĕчĕкскерсем занятире мĕн вĕрентнине хăвăрт астуса юлаççĕ.

Çавăн пекех ачасем çул-йĕр правилисем çинчен хăйсем мĕн пĕлнине вăйăра тата ỹкерчĕкре кăтартаççĕ. Пĕчĕкскерсем çуртсемсĕр пуçне светофорсем, çуран каç-малли вырăнсем ỹкереççĕ. Вăйă вăхăтĕнче вара ачасем çул-йĕр правилисене çирĕплетнисĕр пуçне хăйсене обществăлла транспортра тытма вĕренеççĕ. Çитес вăхăтра вĕсен хăй тĕллĕн, ашшĕ-амăшĕсĕр, шкулалла утма тивет. Кунта вара çул-йĕр правилисене пĕлни кăна мар, вĕсене пăхăнни те кирлĕ.

О.АНДРИАНОВА, "Хĕвел" ача сачĕн воспитателĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика