АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çапла çырсан Чутай илемлĕрех пулать теççĕ-ши?

18 марта 2016 г.

Темиçе кун каялла ĕçрен таврăннă чух Хĕрлĕ Чутай салин Ленин урамĕнчи çĕнĕ, виçĕ хутлă 70-мĕш çурта хут çине çырма та, çăвар уçса калама та намăс сăмахпа вараланине асăрхарăм. Пысăк саспаллисемпе, çутăрах кăвак тĕслĕ сăрăпа çырнăччĕ çав киревсĕр сăмаха, хыççăн тата виçĕ пăнчă лартнăччĕ.

Паллах, çак сăмаха çырнă сăнỹкерчĕке хаçатра пичетлейместпĕр. Анчах та çав сăрăпах çырнă тепĕр сăмахне, Ялхуçалăх банкне хирĕç çул урлă тытнă карта çине çырнине, пичетлес терĕмĕр. Çывăхри лавккара ĕçлекенсем каланă тăрăх, çак сăмахпа картана вараланине вĕсем вырсарникун ирхи ĕçе килсен асăрханă.

Иртен-çỹрен курмалла "Чутай-сити" тесе çырсан район центрĕ илемлĕрех пулĕ тенĕ-ши çак киревсĕр ĕçе тăвакан? Хăйне кам вырăнне хурать-ши çакна çыракан? Юлашки вăхăтра хуласенче анлă сарăлнă граффити (урамра çуртсен стенисем çине сăрласа е чĕрсе çырса, е ỹкерсе тултарни) ăсти тесе шутлать пулинех. Анчах та кунта çакна та манмалла мар - обществăлла пурлăха тем те пĕр çырса варалани, сăнсăрлатни вандализм шутланать, куншăн вара саккунпа килĕшỹллĕн явап кĕтет.

Сăмах май, "сити" сăмах акăлчан чĕлхинчен куçарсан "хула" тени пулать. Ют çын карти çине пурте курăнмалла "Чутай-сити" тесе çырнипех хулари пек, урăхла каласан, лайăхрах, чаплăрах, пурăнма пуçлатпăр тесе шутланă-ши çак сăтăрçă? Лайăхрах пурăнас тесен малтан хамăра йĕркеллĕ тытма вĕренмелле, çын ĕçне (карта тытнă-и унта е виçĕ хутлă çурт çĕкленĕ-и) хисеплемелле, вырăна хумалла, пурлăха упрамалла. Пĕр сăмахпа каласан, этемĕн чĕрчун пек мар, çын пек пулмалла. Вара тин пурнăç лайăхланасса шанма пулать.

Автортан: хаçата пичете хатĕрленĕ май эпĕ ĕнер 70-мĕш çурт çине çырнă киревсĕр сăмаха шăлса тасатнине пĕлтĕм. Унччен полици уйрăмне тата Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕн администрацине шăнкăравларăмччĕ çак пăтăрмах пирки, те çапла туни витĕм кỹчĕ? Те ĕçсĕр аптăранипе сăтăр тума тухнă çын хăй киревсĕр хăтланнине ăнланса илнĕ? Карта çине çырнине мĕншĕн тасатман-ши тата?..

Алина ИТТИ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика