23 марта 2016 г.
Мартăн 17-18-мĕшĕсенче Шупашкарта Раççей Федерацийĕн Культура министерстви тата Чăваш Республикин Культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерстви пĕчĕк йышлă халăхсене патшалăх енчен пулăшассин ыйтăвĕсемпе VI Культура форумне ирттернĕ. Форума Атăлçи федераци округĕнчи регионсен, çĕршывăн ытти регионĕсен, тĕрлĕ власть органĕсен представителĕсем, общество деятелĕсем, нацисен культура центрĕсен хастарĕсем хутшăннă.
Сахал йышлă нацисен форумне ирттерме Чăваш Ене ахальтен суйласа илмен. Кунта вуншар çул ĕнтĕ 128 наципе 8 этнос ушкăнĕн представителĕсем мирлĕ, килĕштерсе пурăнаççĕ. Чăваш Республикинче пурăнакан нацисенчен чи пысăк йышлисем - тăватă халăх: чăвашсем - 67,7 процент, вырăссем - 26,9 процент, тутарсем - 2,8 процент, мордва - 1,1 процент, ытти халăх çыннисем - 1,5 процент. Республика ертỹлĕхĕ патшалăхăн наци политикине лайăх шухăшласа тытса пырать. Çакăн кăтартăвĕ - нацисем тата конфессисем хушшинче хирĕçỹ çукки. Культура форумне пирĕн республикăра ирттерни федераци ертỹлĕхĕ енчен шанăç пулнине те çирĕплетсе парать.
Тĕп мероприятисем К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче тата Шупашкарти Хĕрлĕ лапамра иртнĕ. Ĕçлĕ тĕлпулусем вăхăтĕнче нацисем хушшинчи культура проекчĕсем, сахал йышлă халăхсен культурине сыхласа хăварас тата сарас, проектсем хатĕрлес ĕçе хавхалантарас, Раççей регионĕсемпе халăхсен этнокультурине аталанантармалли пуçарусене пурнăçа кĕртме пулăшас енĕпе пухнă опыта сỹтсе явнă. Пĕчĕк йышлă халăхсен форумне пирĕн район делегацийĕ те хутшăннă.
Источник: "Пирěн пурнăç"