23 марта 2016 г.
Мартăн 16-18-мĕшĕсенче Шупашкарта экскурсипе вĕренỹ туризмне аталантарассин ыйтăвĕсемпе "Чĕрĕ уроксем" ятпа регионсем хушшинчи конференци иртнĕ. Унта Раççейри тата Китайри туроператорсем, федерацин Культура министерствин ĕçченĕсем, 18 облаçпа республика представителĕсем хутшăннă, 1-11-мĕш классенче вĕренекенсем валли экскурсипе вĕренỹ программисем хатĕрлес енĕпе пухнă опытпа паллашнă.
Асăннă конференцие мартăн 17-мĕшĕнче республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăннă. Конференцие хутшăннисем экскурсисене шкул программине кĕртессин ыйтăвĕсене сỹтсе явнисĕр пуçне Чăваш Енĕн туризм потенциалĕпе те паллашнă. Республикăн Вĕренỹ тата Культура министерствисем хăнасене туроператорсемпе пĕрле туса хатĕр-ленĕ 60 яхăн çĕнĕ маршрут сĕнме хатĕр. Туризм тытăмĕнче тăрăшакансем делегатсене кăсăк-лантаракан мĕнпур информаципе тивĕçтернĕ. "Чăваш Енĕн чĕрĕ урокĕсем" программăна кĕнĕ объектсем - Чăваш наци музейĕ, Трактор историйĕн, Чăваш тĕррин музейĕсем, Андриян Николаев космонавт Мемориал комплексĕ, Хытă каяшсен полигонĕ - ăсталăх класĕсем ирттернĕ. Мартăн 17-мĕшĕнче пирĕн район делегацийĕ те "Чĕрĕ уроксем" конференцие хутшăннă.
Делегаци йышĕнче райадминистрацин культура пайĕн начальникĕ Александр Самсонов тата Алина Михуткина тĕп эксперт специалист, Ачасен пултарулăх çурчĕн директорĕ Валентина Коракова, çамрăксемпе ĕçлекен ертсе пыракан эксперт специалист Марина Кагайкина, Хĕрлĕ Чутай шкулĕн директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ Любовь Кашкирова, Атнар шкулĕн директорăн вĕренỹ тата воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ Алина Канцелярова, Ачасен пултарулăх çурчĕн хушма пĕлỹ педагогĕ Татьяна Горбунова пулнă.
Источник: "Пирěн пурнăç"