23 марта 2016 г.
Спортăн техника тĕсĕсем патне интерес ỹстерес, ачасен канăвне йĕркелессине лайăхлатас тĕллевпе Çĕнĕ Шупашкарта хупă пỹлĕмсем валли авиаци моделĕсен республика ăмăртăвĕн иккĕмĕш тапхăрĕ иртрĕ. Ăмăртура республикăри районсемпе хуласенчи командăсем - шкул ачисем, хушма пĕлỹ паракан вĕренỹ учрежденийĕсенче вĕренекенсем, çамрăк космонавтсем тата ыттисем те - хутшăнчĕç. Çăмăлах мар ăмăртура районтан Никита Алежейкин (Ачасен пултарулăх çурчĕн вĕренекенĕ), Валерий Якимовпа Алексей Яшмейкин (Çĕн Атикасси шкулĕн вĕренекенĕсем) хут-шăнса палăрма пултарчĕç. Ăмăрту пĕтĕмлетĕвĕпе команда зачетĕнче Никита Алежейкин иккĕмĕш вырăн çĕнсе илчĕ (ертỹçи - Сергей Марков).
В.КОРАКОВА, Ачасен пултарулăх çурчĕн директорĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"