АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Спорт хыпарĕсем

23 марта 2016 г.

Чутайсем финиша виççĕмĕш çитнĕ

Иртнĕ шăматкун республикăри Хĕллехи спорт тĕсĕсен центрĕн-че патшалăх власть тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен йĕлтĕрçисен ăмăртăвĕ иртнĕ. Унта Чăваш Енри министерствăсемпе ведомствăсем, ĕç тăвакан территорири органсем, хула тата район администрацийĕсем хăйсен командисене тăратнă. Программăна VIP тата массăллă чупу, çавăн пекех йĕлтĕрçĕсен йăлана кĕнĕ хутăш эстафети кĕнĕ. Командăра виçĕ арçынпа икĕ хĕрарăм чупнă. Ĕç тăвакан власть органĕсем хушшинче Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министерствин командине çитекенни пулман. Муниципаллă служащисен командисем хушшинче хĕрлĕчутайсем виççĕмĕш вырăна тухма пултарнă. Палăртмалла, район чысне райадминистрацинче тăрăшакан Алина Ярабаева, Алевтина Дадюкова тата Валентина Кондратьева хỹтĕленĕ. Апрелĕн 2-мĕшĕнче асăннă Спартакиадăн зонăри черетлĕ ăмăртăвĕ-сем районти "Хастар" ФСК-ра иртĕç. Вĕсенче патшалăх власть тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен ĕçченĕсем спортăн тăватă енĕпе (шашка, шахмат, баскетбол тата сĕтелçи теннисĕ) ăмăртĕç.

"Сăр тăрăхĕ - шахмат тăрăхĕ"

Районта шкул ачисем хушшинчи "Сăр тăрăхĕ - шахмат тăрăхĕ" турнир пуçланнă. Турнира Чăваш Енри, Чулхула облаçĕнчи тата Мари Республикинчи командăсем хутшăнаççĕ. Малтанах турнир участникĕсем "Хастар" ФСК тренер-преподавателĕ пулнă Аркадий Туйманова асăнса пĕр минут шăп тăнă. Палăртмалла, Аркадий Федорович асăннă турнира йĕркелекенĕ пулнă, ăна чылай çул хушши ертсе пынă.

Мини-футболпа "пăхăра" тивĕçнĕ

Мартăн 19-мĕшĕнче Кỹкеç поселокĕнче ялхуçалăх предприятийĕсен ертỹ-çисем хушшинче мини-футбол енĕпе республикăри ăмăрту иртнĕ. Асăннă ăмăртура Хĕрлĕ Чутай футболисчĕсем виççĕмĕш вырăна тухнă, "пăхăра" тивĕçнĕ.

Йĕлтĕрçĕсем ăмăртнă

Мартăн 18-мĕшĕнче Етĕрне, Элĕк тата Хĕрлĕ Чутай районĕсен спортсменĕсем Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсен Н.Маловпа В.Павловăн парнисене çĕнсе илессишĕн йĕлтĕрçĕсен эстафетине тухнă. Ăмăр-тусем районти "Чавал" уçланкăра иртнĕ. Çамрăк йĕлтĕрçĕсем хыççăн старта организацисемпе предприятисен пĕрлештернĕ командисем тухнă. 5-7-мĕш классенчи хĕрачасен коман-дисем хушшинче Элĕк шкулĕ мала тухнă, атнарсем - иккĕмĕш, çĕнатикассисем - виççĕмĕш. Асăннă ỹсĕмри арçын ачасен командисем хушшинче те элĕк-сем палăрнă, атнарсем _ иккĕмĕш, çĕнатикассисем - виççĕмĕш. 8-9-мĕш классенчи хĕрачасен командисем хушшинче элĕксем пĕрремĕш-пе иккĕмĕш вырăнсене йышăннă, çĕнатикассисем - виççĕмĕш. Арçын ачасем хушшинче те элĕксем палăрнă. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Атнар тата Çĕн Атикасси шкулĕсем йышăннă. 10-11 классенчи хĕрачасемпе арçын ачасем хушшинче те элĕксене çитекенни пулман, Çĕн Атикасси шкулĕ - иккĕмĕш. Аслă ỹсĕмри йĕлтĕрçĕсен пĕрлештернĕ командисем хушшинче районăн чи пултаруллă спортсменĕсем палăрма пултарнă.

Теннисла выляса палăрнă

Мартăн 20-мĕшĕнче районта Владимир Герасимов тренер-преподаватель пуçарнипе сĕтелçи теннисне выляс енĕпе уçă чемпионат иртнĕ. Турнира Хĕрлĕ Чутай тата Шулю шкулĕсен вĕренекенĕсем, Элĕкпе Етĕрне районĕсен спортсменĕсем хутшăннă. Турнир пĕтĕмлетĕвĕсемпе хĕрача-сем хушшинче Евгения Герасимова (Хĕрлĕ Чутай шкулĕ) тата Елена Обозная (Шулю) палăрнă. Арçынсем хушшинче Владимир Герасимов çĕнтерỹçĕ ятне тивĕçнĕ. Николай Разумкин (Хĕрлĕ Чутай) - иккĕмĕш, Эрик Вонифатьев (Элĕк) - виççĕмĕш.

Профсоюз членĕсем "Улăпра" тупăшнă

Иртнĕ эрнере республикăри вĕренỹ учрежденийĕсенчи профсоюз ĕçченĕсем Елчĕкри "Улăп" физкультурăпа спорт комплексĕнче ишессипе тупăшнă. Мероприятисем пуçланиччен унти преподавательсемпе ачасен пултарулăх çурчĕн вĕренекенĕсем хăнасене хăйсен юрри-ташшипе савăнтарнă. Ăмăртусене районсемпе хуласенчи 20, Елчĕк районĕнчи 20 команда - пурĕ 200 ытла çын _ хутшăннă. Хĕрлĕ Чутай спортсменĕсем те - Р.Вазякова, С.Петрейкина, В.Дадюков, Т.Улянды - аякра юлман, район чысне тивĕçлĕ хỹтĕленĕ.

А.АЛЕКСЕЕВА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика