АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чирлĕ чĕрчун çыртрĕ пулсан мĕн тумалла?

23 марта 2016 г.

Чи малтанах çыртнă вырăна супăньпе çумалла. 10 минут хушши питĕ лайăх çуса тăмалла. Тарăн сурансене супăнь кăпăклĕ шывпа шприцпа е катетерпа усă курса сирпĕтмелле. Сурана пĕçертсе илме е çĕлеме юрамасть. Тỹрех медицина учрежденине пĕлтермелле, çийĕнчех пĕлтернинчен ăнăçу килет. Сире мĕнле чĕрчун çыртнине, унăн тĕсне, мăйкăчĕ пуррипе çуккине тухтăра каласа парсан аван. Унтан тухтăр палăртнă прививкăсен курсне ирттермелле. Хырăмран хĕрĕх укол тăвассине тахçанах пăрахăçланă ĕнтĕ, халь вакцина тăваççĕ те киле яраççĕ. Çавăн пек 5-6 хутчен тăваççĕ.

Енчен сире суранланă йытă е кушак хуçи чĕр-чуна вакцинацилени пирки справка кăтартаймасть пулсан, чĕрчун уртаракан чирпе чирлеменнине икĕ майлă палăртма пулать. Пĕрремĕшĕ - чĕрчуна вĕлереççĕ те пуç мимин тĕртĕм тĕслĕхне илеççĕ. Иккĕмĕшĕ - чĕрчуна ветеринари клиники çумĕнчи карантина 10 кунлăха хупаççĕ. Çав хушăра чĕрчунăн уртаракан чир паллисем палăрмарĕç-тĕк вăл сывă шутланать. Чĕрчунран асап курнă çынна хăйне япăх туять-тăк тата нерв тытăмĕ чирлĕ е аллерги пулсан стационарта хăварма пултараççĕ. Çавăн пекех иккĕмĕш хут прививка тутарттаракансен, юлашки икĕ уйăхра урăх йышши прививкăсем тунисен тата ача кĕтекен хĕрарăмсен стационарта юлма тивет.

Сăмах май, вакцинаци вăхăтĕнче тата ун хыççăн та эрех ĕçме юрамасть. Унсăр пуçне эсир уртаракан чиртен вакцинаци курсĕ витĕр тухатăр пулсан ывăнма, шăнма е вĕриленме юрамасть. Прививка вăхăтĕнче сывлăхăра сăнаса тăмалла. Кăлтăксем пулсанах, сывлăх япăхлансанах тухтăра пĕлтермелле, прививкăсене тума чарăнмалла. Невропатологпа терапевт тĕрĕсленĕ хыççăн çеç прививка тăвассине татса парĕç.

Г.СТЕКОЛЬЩИКОВ, районти чĕрчунсен чирĕсемпе кĕрешекен станци начальникĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика