АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кăмăл-сипет воспитанийĕ ачаранах пуçланмалла

23 марта 2016 г.

Хальхи вăхăтра кăмăл-сипет воспитанийĕн ыйтăвĕ çивĕч тăрать, çавăнпа та пĕчĕкренех ача туйăмĕсен воспитанине тимлĕх уйăрмалла. Ача усал е ырă кăмăллă çуралмасть. Унăн еплерех кăмăл-сипет пахалăхĕсем аталанни ашшĕ-амăшĕ, педагогсемпе ун таврари аслă çынсем ăна мĕнле воспитани панинчен, асра юлакан епле пулăмсемпе пуянлатнинчен те килет. Шкул çулне çитмен ỹсĕм - ачан пĕтĕмĕшле аталанăвĕн пуçламăш тапхăрĕ. Кăмăл-сипет воспитанине пурнăçла-малли пĕрремĕш утăм - ачасене хамăр халăхăмăрăн православи йăли-йĕркисемпе паллаштарса явăçтарасси. Çакна эпĕ тĕрлĕ енлĕн пурнăçлама тăрăшатăп: вăйă формипе, калаçу евĕрлĕ, тĕпчевпе сăнав ирттерсе, тĕрлĕ кĕнеке вуласа, ача садĕнчи кулленхи çăмăл ĕçе хутшăнтарса, çутçанталăкăн тĕрлĕ материалĕ-семпе тата конструкторсемпе ĕçлесе, ỹкерсе тата аппликаци туса, музыкăпа усă курса тата ытти те. Пирĕн ача садĕнче çул çитмен ачасен кăмăл-сипет воспитанийĕ енĕпе ятарлă программа ĕçлет, вăл "Социокультурăллă тымарсем" ("Социокультурные истоки") ятлă. Унпа килĕшỹллĕн эпĕ ачасене халăх вăййисемпе (тĕслĕхрен, "Гуси-лебеди", "У медведя во бору" тата ыттисем те) усă курса çынсен пурнăçĕпе, кулленхи ĕçĕпе тата йăлипе, наци никĕсĕсемпе паллаштаратăп, вĕсен тавра-курăмне анлăлататăп. Дидак-тика вăййисем те пĕлтерĕш- лĕ вырăн йышăнаççĕ. Акă хисеппе мăнаçлăх туйăмĕсене çак вăйăсем аталантараççĕ: "Çи-пуçа наци эрешĕсемпе илемлет", "Çи-пуçа хуçлатса хур", "Эрешсене сортла", "Ан йăнăш"... Тăван кĕтесе юратма, унпа тата тăван халăхпа мух-танма, мăнаçланма вĕрентме çаксем пулăшаççĕ: "Хула тăрăх çулçỹрев", "Палăк ăçта вырнаçнă?", "Пирĕн тăрăхри кайăксем", "Кун пек пулать е çук?"... Сăмах вăййисемпе те тăтăшах усă куратăп: "Кỹрше мухта", "Ырăлăх уçланки", "Йăл куллуна валеç" тата ытти те. Хамăн ĕçре "Сурхури", "Мăнкун", "Манăн çемье", "Манăн Тăван çĕршыв", "Манăн анне чи лайăххи" проектсене пурнăçа кĕртни те кăмăл-сипет воспитанийĕ енĕпе пысăк пулăшу кỹрет.

Ю.МАТВЕЕВА, "Хĕвел" ача сачĕн вăтам ушкăн воспитателĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика