25 марта 2016 г.
"Раççей Федерацийĕнче инвалидсене социаллă хỹтлĕхпе тивĕçтересси çинчен" Федераллă саккунăн 17 статйипе килĕшỹллĕн хевтесĕррисем пурăнмалли кил-çурт тата коммуналлă пулăшу тỹлевĕсемшĕн 50 процент компенсаци илме пултараççĕ. Çакăнта вĕри тата сивĕ шывпа, электроэнергипе, ăшăпа усă курни тата ытти те кĕрет. Çăмăллăх пĕрремĕш тата иккĕмĕш ушкăн инваличĕсене, сусăр ачасене, инвалид ача пур граждансене тивĕçет.
Çак саккунпа килĕшỹллĕн пирĕн республикăра хальччен инвалидсене уйăхсерен 736 тенкĕ тỹленĕ. Район администрацийĕн социаллă хỹтлĕх пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, 2016 çулхи февралĕн 1-мĕшĕнчен пуç-ласа вара асăннă компен-сацие урăхларах тỹлĕç - коммуналлă пулăшусемшĕн инвалид мĕн чухлĕ тỹленине кура.
Калăпăр, инвалид 56 тăваткал метрлă хваттерте пурăнать, унпа пĕрле тата тăватă çын. Коммуналлă тỹлевсем уйăхне 5 пин тенкĕпе танлашаççĕ. Çак суммăна 5 çине пайлаççĕ, пĕр пин тенкĕ пулать. Пĕр пинĕн 50 проценчĕ вара компенсаци сумми пулать.
Палăртмалла, кăçалхи февральтен пуçласа июлĕн 31-мĕшĕччен куçăмлă тапхăр (переходный период) пырать, çак хушăра çăмăллăхçăсем валли компен-сацин çакăн пек тỹлевне çирĕплетнĕ: вăрçă инваличĕсене - вырăнти коммуналлă тỹлевсен стандартлă виçинчен 43 процент, вăрçă участникĕсене - 25 процент, инвалидсене - 20 процент, ача инвалид пур çемьери кашни çынна - 20 процент.
Çакна шута илсе кăçалхи февралĕн 1-мĕшĕнчен Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕнчи ну-май хваттерлĕ çуртсенче пурăнакан çăмăллăхçăсен компенсаци виçи çак суммăсемпе танлашать: инва-лидсен - 319,49 тенкĕ, тăлăх салтак арăмĕсен - 399,37 тенкĕ, хĕрỹ точкăсенче пулнă ветерансен - 79,87 тенкĕ.
Уйрăм çуртсенче пурă-накансемшĕн: инвалидсен - 227,89 тенкĕ, тăлăх салтак арăмĕсен - 289,91 тенкĕ. Кăçалхи майăн 1-мĕшĕнчен, хутса ăшăтмалли тапхăр вĕçленнĕрен, компенсаци виçисене тепĕр хут пăхса тухĕç. Август уйăхĕнчен вара компенсацие çăмăллăхсемпе усă куракансем коммуналлă пулă-шусемшĕн мĕн чухлĕ тỹленине кура палăртĕç.
Саккуна улшăнусем кĕртнĕрен федераллă çăмăллăхсемпе усă куракансен социаллă хỹтлĕх пайне ятарласа заявлени çырма каймалла мар, вĕсен ком-муналлă тỹлевĕсем пирки кунти специалистсем уп-равляющи компанирен, ТСЖ-ран, ЖСК-ран ыйтса пĕлĕç. Çавăнпа та кунта çакна манмалла мар: коммуналлă тỹлевсене кам тỹрĕ кăмăлпа, уйăхсерен туса пынă, çавсем кăна компенсацие тивĕçĕç.
А.СЕМЕНОВА.
Источник: "Пирěн пурнăç"