АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кире пуканне çĕклесе 3-мĕш вырăн йышăннă

25 марта 2016 г.

Мартăн 19-мĕшĕнче Шупашкарта кире пуканне çĕклессипе шкул ачисем хушшинче республикăри улттăмĕш турнир иртнĕ. Иван Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн 5-мĕш корпусĕн спортзалне пухăннă çамрăк спортсменсем Раççей спорт мастерĕн, асăннă университет доценчĕн Владимир Сименейĕн парнисене çĕнсе илессишĕн тупăшнă. Республика шайĕнчи ăмăртăва районти "Хастар" физкультурăпа спорт комплексĕнче ăсталăхне туптакан спортсменсем те хутшăннă. Юрий Бронюков тренер ертсе пынă çамрăк спортсменсем хушшинче Максим Артемьев палăрма пултарнă. Вăл 60 килограма яхăн виçеллĕ 16-17 çулхи яшсемпе тупăшса 16 килограмм таякан кире пуканне çĕкленĕ, 100 очко пухса 3-мĕш вырăна тухнă. Максим Артемьев Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулта 9-мĕш класра вĕренет. Кире пуканне çĕклессипе иккĕмĕш çул кăсăкланать, тăтăшах тĕрлĕ ăмăртусене хутшăнать. Сăпайлă каччă хăйĕн спортри çитĕнĕвĕсем пирки каласа парасшăнах мар, апла пулин те эпир вăл футболла выляма кăмăлланине, тăтăшах бассейна ишме çỹренине пĕлтĕмĕр. Вĕренỹре те Максим "тăваттă" тата "пиллĕк" паллăсемпе ĕлкĕрсе пырать. Çамрăк спортсменăн малашлăхри çитĕнĕвĕсем тата курăмлăрах пуласса чунтанах шанатпăр.

А.КАРПОВА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика